АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван ИСАЕВ: "Экологишĕн кашниех яваплă"

05 июня 2013 г.

 Чăваш Ен Çут çанталăк министерствин апрель уйăхĕнче иртнĕ коллеги ларăвĕнче министерствăн 2012 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Вăрман хуçалăх ĕçченĕсем тунă çитĕнÿсем, тата мĕнле ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен пире республикăн çут çанталăк пурлăхĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев каласа кăтартрĕ.

– Иван Васильевич, республикăри вăрманçăсем 2012 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕç;

– Вăрмансене упраса хăварасси тата вĕсене лартса çитĕнтересси – вăрман хуçалăх ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çавăнпа та ку сферăра пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ.

Çуннă вăрмансене тасатас ĕç лайăх пырать. 2010 çулхи пушарсем вăхăтĕнче 6658 гектар вăрман çунса пĕтнĕ. Палăртнă лаптăкăн 3740 гектарне (56 проц.) тасатнă, 1277 гектар çинче çĕнĕ вăрман лартнă. Кăçал эпир çуннă вăрмансене тасатса пĕтерме тĕллев лартнă, 2016 çулта вара – çуннисем вырăнне çĕнĕ вăрман ĕрчетме.

20 çула яхăн пирĕн республикăра вăрман енĕпе йĕркелÿ ĕçĕсем ирттермен, паян çак ыйту пирĕншĕн уйрăмах çивĕч пулса тăчĕ. Кăçал вăрман йĕркелÿ ĕçĕсене Опытный, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар лесничествисен территорийĕсенче 90,26 пин гектар çинче туса ирттермелле.

Парăмçăсенчен укçа-тенкĕ шыраса илес енĕпе тăтăшах ĕçлетпĕр, вĕсем çинчен информацие Çут çанталăк министерствин сайчĕ çине вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Раççей вăрман хуçалăхĕ Чăваш вăрман хуçалăхĕн ĕçне пысăк хак парать.

– Вăрмансене пушартан сыхласси чи пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăчĕ. Çапла мар-и;

– Тĕрĕсех. Çакна ăнланса эпир пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттеретпĕр те. Ăна пулах иртнĕ çулла Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче тухнă пушара вăхăтра сÿнтерсе пысăк тăкаксенчен хăтăлса юлма май килчĕ.

2012 çулта федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕ валли пушар хăрушсăрлăхне ÿстерме 26,5 млн тенкĕ уйăрни пире 16 единица пушар техники туянма май пачĕ: 6 автоцистерна тата 10 трактор. Кăçал та пушара хирĕç кĕрешме хатĕр.

– Канаш районĕнчи лару-тăру пирки пĕтĕмĕшле мĕн каланă пулăттăр;

– Сирĕн енче вăрман хуçалăхĕ çине яваплă пăхасси ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла. Вăрмансене саккуна пăсса касасран сыхланипе пĕрлех вырăнти пушар хуралĕпе тачă çыхăнура пулни халăх хушшинче пушар хăрушсăрлăхĕпе анлă ĕçлеме çул уçса парать. Район хаçачĕ те кунта пире майлă позици йышăнни пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çирĕп те шанчăклă алăра тытма пулăшать. Çак яваплă ĕçе вăхăтра тата тивĕçлĕ пахалăхпа ирттерни паян вăрмансем çине киленсе пăхтарать.

"Канаш лесничестви" учрежденире кăçал 10 гектар çинче хунавсем лартма палăртнă пулсан, вĕсем 13,5 гектар çинче çамрăк йывăçсем лартса хăварнă. Пур участокра та ĕçе тĕрĕс те пĕлсе йĕркеленине палăртма кăмăллă мана. Лаптăксене çĕнетесси пирки те манмаççĕ. Каснă, хăрнă йывăçсем вырăнне çав çулах хунавсем лартса хăвараççĕ. Планпа палăртнă ĕçсене вăхăтра туса ирттереççĕ.

– Çут çанталăк ресурсĕсемпе тухăçлă усă курассине тата республикăн минераллă чĕр тавар базине аталантарассине мĕнле татса патăр;

– Вăрмансене пĕтĕмпе 2 миллион та та 400 пин кубла метр каснă, ку вăл малтанхи çулхинчен 1,6 хут нумайрах. Патшалăх фончĕпе усă курма ирĕк панипе иртнĕ çул Çут çанталăк министерстви 7 аукцион ирттерсе республика бюджетне 41 млн та 900 пин тенкĕлĕх пуянлатрĕ.

– Кашни çуркуннех çурхи ейÿ тата ялсене шыв илес хăрушлăх тухса тăрать. Малашне ку енĕпе лару-тăру ан çивĕчлентĕр тесе мĕнле мерăсем йышăнатăр;

– Шыв çулĕсене тата çырансене шыв çисе каясран гидротехника сооруженийĕсенче çулленех капиталлă юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр. Канашпа Çĕрпÿ районĕсенче Кĕçĕн Çавал юхан шывăн çулне тÿрлетессипе ĕçсем пыраççĕ.

– 2013 çул – Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк. Ку енĕпе республикăра мĕнле ĕçсем пурнăçлама пăхатăр;

– Кăçалхи мероприятисем тĕлĕшпе çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн республикăра "Йывăç ларт та ăна упра" Йывăç кунĕ, Пĕтĕм Раççейри çут çанталăк сыхлавĕн пушар хăрушсăрлăх акцийĕ, тăван тавралăха сыхлассипе "çавра сĕтелсем", "Чи лайăх эколог" конкурс ирттерессине пăхса хăварнă. Унта шкул ачисене, ĕç коллективĕсене анлă явăçтарасси – пирĕн тĕллев.

Хамăр корр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика