05 июня 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансемпе канашлу ирттернĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – агропромышленность комплексĕн объекчĕсенче пушар хăрушсăрлăх енĕпе лару-тăру мĕнле пулни. Утçи çывхарса килет. Ку ыйтупа райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев тухса калаçнă. Пучахлă курăксем тата козлятник пучаха ларма пуçланă, çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх валли пахалăхлă апат хатĕрлес тапхăра вăраха ямалла мар.
Кăçал нумай çул ÿсекен курăксем 5136 гектар, пĕр çул ÿсекеннисем 1327 гектар йышăнаççĕ. Планпа 2750 тонна паха утă, 16850 тонна сенаж, 3500 тонна силос хатĕрлеме пăхнă. Сенаж хывнă чухне кĕвелĕкпе усă курсан, çиелтен пленкăпа витсен лайăхрах. Çак ĕçе пуçăниччен траншейăсене тĕплĕн тасатмалла, вĕсем патне пымалли çулсене йĕркене кĕртмелле. Фермăсенчи витесене юсама мĕнле иртерех пуçлатăн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Юсав ĕçĕсене хатĕрлесе çитермелле.
Канашлура аграрисен умне конкретлă задачăсем лартнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.