АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен иккĕмĕш килĕ

31 мая 2013 г.

 Вăтакас Татмăшри ача сачĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 24 çул çитрĕ. Çак хушăра ун ят-сумĕ халăх хушшинче анлă сарăлнă. Кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă, пысăк, хăтлă çурт аякранах курăнать. Шоссе хĕрринче вырнаçнă май кашни иртсе каякан унталла пăхмасăр чăтаймасть те пулĕ. Садик тавралла лартнă йывăçсем лăпкă çилпе хумханса хăй патне чĕнеççĕ.

90 вырăнлă ача сачĕ малтанхи вăхăтра пĕтĕм хăватпа ĕçленĕ. Вăл Вăтакас тата Анаткас Татмăш, Пукăртан, Çĕнĕ Шуртан, Йăлмачча ялĕсенчи ачасене кунсерен хăйĕн ытамне йышăннă. Çулсем иртнĕ май ялсенчи ачасен шучĕ чакса пынă. Халĕ унта 54 ача çÿрет. Ачасене савăнăçлă та хаваслă пулма майсем çителĕклĕ.

Ăшă та çутă пÿлĕмсенче вĕсен сасси янраса тăрать. Ирĕксĕрех Вдовина юрăçăн уçă та çепĕç сасси аса килет... "Киле килсен, мĕн сас лайăх; Ача-пăча сасси лайăх".

Ачасемшĕн садик – иккĕ-мĕш кил. Ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ воспитательсем вĕсене яланах тарават йышăнаççĕ. Кунта ачасем виçĕ хутчен апатланаççĕ, тĕрлĕрен вăйă выляççĕ, уçă сывлăшра уçăлса çÿреççĕ. Пĕчĕк пулин те – вулама, çырма, ÿкерме вĕренеççĕ. Юрлама та, ташлама та, сăвăсем калама та маттур. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ умĕнче пĕчĕк концерт лартма та ăста. Галлерия Николаевна Иванова заведующи ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Кунта ĕçлекен коллектив йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырать.

Пĕр вырăнта нумай çул улшăнмасăр ĕçлекенсем чылаййăн. Ачасемшĕн вĕсем – иккĕмĕш анне. Акă воспитатель пулса ĕçлекен Ираида Романовна Çĕмĕрлери педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ (23 çул тимлет), Ирина Веняминовна (14 çул) тата Людмила Николаевна тăрăшаççĕ хăйсен ĕçĕнче. Римма Кудрявцевăпа Эльвира Павлова воспитатель пулăшуçисем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, ачасемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупаççĕ. Елена Николаевна медсестра ĕçĕпе те пурте кăмăллă. Раиса Ильинична техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерсе савăнтарать. Чуна пырса тивекен хут купăс сасси ачасемшĕн чăн-чăн савăнăç, ăна Анатолий Александрович шăрантарать.

Ача садĕнче пĕчĕк музей йĕркеленĕ, унта аваллăха аса илтерекен хĕрарăм тумтирĕсем тата йывăçран ăсталанă савăт-сапа, хуçалăхри ĕç хатĕрĕсем сахал мар. Ача сачĕн кун-çулне çутатакан фото докумен чылай.

Янкăлч ял тăрăхĕ ача сачĕ пирки кăсăклансах тăрать, пулăшу парать. Кирлĕ чухне юнашарах вырнаçнă шкул коллективĕ пулăшать, пĕчĕк шăпăрлансене хăйĕн хÿттине илет.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика