АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр хавшать – çынсен вăй-хăвачĕ чакать…

31 мая 2013 г.

 Ĕлĕкрех çĕнĕ çеремсем çурса тыр-пул туса илнĕ май та арçын "этемлĕхĕн вăйлă пайĕ" ята тивĕçнĕ пуль. Анчах паян пач хирĕçле ÿкерчĕк. Хальхи вăхăтра çĕртен писсе пыракан арсем пирки мĕн темелле-ши; Авалхи çынсем: "Çĕр хăйне юратакана вăй-хăват парать", – тенĕ. Çавăнпа вăйлă та маттур пулнă несĕлĕмĕрсем. Çĕр хавшать – çынсен вăй-хăвачĕ чакать, çапла мар-и-ха;

Ялта ĕçлеме чунран çунакан çынна тĕл пулма ансат мар. Шĕкĕр Турра, пур-ха Чăваш Енре маттур фермерсем те. Анчах та çĕрпе аппаланма кăмăллакансен йышĕ ÿсмест... "Акса-лартнипе пысăк тупăш илме пулать-и вара;" – теме пăхĕ хăшĕ-пĕри.

Чăннипе, "Хамăра çимелĕх", – тесе дачăсене те çÿреме пăрахса пыраççĕ çынсем. Çамрăксене дача вăхăта кăмăллă ирттерме кăна кирлĕ. Çĕр улмине е сухана лавккара та туянма пулать. Кĕркунне йÿнĕпе туяннă пĕр михĕ çĕр улми, сăмахран, пĕр çынна хĕл каçма та çитет-тĕр. Çак çимĕç тахăш çул хамăр патра пулмарĕ, ас тăватăр-и; Хаксем хăмпă пек "карăнса кайрĕç" ун чухне. Шăпах çавăн чухне чылайăшĕ "иккĕмĕш çăкăра" сахалрах çиме пуçларĕ те халь ăна çак çимĕç малтанхи пек нумай кирлĕ те мар.

Тепĕр тесен, республикăн кăнтăр енĕсене кайса килме укçи те палăрмаллах тăкакланать. Çав мулпа ним мар пĕр михĕ çĕр улми пасартан йăтса килме пулать...

Çапла лайăх тăпрах япăхса пырать, çум курăкпа "витĕнет", кунта тĕрлĕ тĕм валли те – ирĕк. Кунашкал çĕрсене камăн тара илес килтĕр; Чăннипе, харпăрлăхра шутланакан лаптăкпа сыв пуллашма хатĕррисем те тупăнаççĕ.

Каланине çирĕплетнĕ май пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тухăçлă усă курнине тĕрĕсленĕ май çакна тĕпчесе пĕлнĕ. "Синтез Агро" обществăн нумаях пулмасть кăна 9111,7 гектар çĕр харпăрлăхра шутланнă. Ака уйăхĕ тĕлне вара 2797,3 гектар тăрса юлнă. Общество 2910,8 гектарпа пачах "сыв пуллашма" шут тытнă. Тепĕр майлă каласан çакăн чухлĕ çĕр ял тăрăхĕн шутне куçать. Харпăрлăхри çĕрсен пĕр пайне арендăна пани е тепĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртменни, виç-çĕмĕш пайне кĕтÿ çÿретмелли вырăна çавăрни пирки тĕплĕнрех тепĕр чух сăмах пуçарăпăр.

Тĕрĕссипе, ял тăрăхне куçнă лаптăксене кăçалах сухаласа-акса хăварасси иккĕлентерет. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ку ĕçпе аппаланас çук - унăн çакна валли кирлĕ техника та çук. Тепĕр тесен, сухаласа акасси вĕсен ĕçĕ те мар.

Çак ыйту пĕр ял тăрăхĕнче кăна мар çивĕч тăрать. Хуçасăр лаптăксем унта та кунта тупăнаççĕ. Акă асăннă управлени специалисчĕсем нумаях пулмасть Канаш районĕнчи çĕрсемпе кăсăкланнă май çакна пĕлнĕ. Районта – 161 лаптăк (6101,86 гектар) çĕр. Администрацин пуçлăхĕн постановленийĕсемпе килĕшÿллĕн 57 лаптăка (2762,796 га) лаптăка арендăна панă (сакăр обществăна - 18, вун виççĕ çынна - 39 лаптăк).

Республикăра пушă выртнă кашни гектара акса-лартса хăварнăшăн укçан хавхалантарма шантарнă хыççăн лав вырăнтан тапранасса ĕненмесĕр май çук.

Анчах управлени специалисчĕсене тата тепĕр ыйту канăçсăрлантарать. Хăш-пĕр администрацире тара панă çĕрсемпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăрас ĕçе кирлĕ шайра йĕркелемен. Çĕр саккунĕсене пăхăнманни пирки вара, шел те, инспекторсен кăмăллах мар калаçу пуçарма тивет. Управлени ĕçченĕсем кунне темиçе вырăнта та пулаççĕ пулин те - пур çĕре те çапах çитеймеççĕ. Кунсăр пуçне çакна та палăртса хăварас, прокуратура çирĕплетнĕ планпа пăхнă тĕрĕслевсене кăна ирттерме ирĕк пур. Паллах, çынсем кăмăлсăрланса çырнă тĕслĕхсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ инспекторсем.

Сăмах май, çĕршĕн чунĕ ыратакан çынсем йĕркесĕрлĕхсем пирки çăхав çырни пĕлтĕр пĕрре кăна мар пулчĕ. Унта çырса кăтартнисем тăрăх административлă тĕпчевсем ирттерчĕç. Кăçал та кунашкал çăхавсем çитрĕç. Кашни "сигналпа" çула тухнă. Мĕн тетĕр, çынсен пăшăрханăвĕ ахальтен çуралман. Чăнах та, çĕре хисеплемен тĕслĕхсемпе инспекторсем тĕл пулнă. Хальхи вăхăтра пĕр тĕлте административлă тĕпчев пырать, тепĕр тĕлте пуçлăха штрафлама сăлтав пурри пирки пĕлтереççĕ специалистсем.

Хальлĕхе кăçалхи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем пирки калаçма иртерех-ха, тĕпчевсем вăй илсе пыраççĕ кăна темелле. Сирĕн тăрăхра вара мĕнле; Çĕр-аннемĕр ăпăр-тапăр айĕнче пăнтăхмасть-и, пулăхлă тăпра сая каймасть-и;

Н. ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика