31 мая 2013 г.
Ачасем – пирĕн планетăн чĕрĕ чечекĕсем. Вĕсем – наци пуласлăхĕ, йăха малалла тăсакансем, пирĕн мухтавăмăрпа чысăмăр, шанăçăмăрпа тĕревĕмĕр.
Ÿкерчĕксене пăхсамăр – епле хитре вĕсем, çепĕç, вĕсене юратмасăр мĕнле чăтăн. Пурнăçăмăрти чи хÿхĕммине, чи лайăххине ачасене пама тăрăшмалла, вĕсене çывăх çыннисене пулăшма яланах хатĕр пулма вĕрентмелле, чунĕсенче патриотизмпа туслăх туйăмĕсене аталантармалла, пĕр-пĕрне пулăшса пыни çав тери пысăк, хаклă пĕлтерĕшлĕ пулнине ăша хывма пулăшмалла. Çакна кирлĕ пек тума пултарсан çеç эпир тивĕçлĕ ăру пăхса çитĕнтерме пултаратпăр.
В.АЧЧА.