АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс карттуслисен уявĕ

31 мая 2013 г.

 Раççей Федерацийĕн чикĕ çарĕсене туса хунă ятпа Афганецсен скверĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Сценарие хулари 10-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т.Чернухина хатĕрленĕ. Программăна 10-мĕш класра вĕренекен А.Нестеровпа В.Владимирова ертсе пычĕç. Хисеплĕ хуралта С.Игнатьевпа В.Мигуськин тăчĕç.

Мероприяти Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсемпе пуçланчĕ. Сквера килнĕ халăха чикĕ çарĕсен историйĕ çинчен каласа пани интереслĕ пулчĕ. Çич-чĕмĕш класра вĕренекен А.Лиховид вилĕмсĕр "Катюша" юрра хавхаланса юрларĕ. Шкул директорĕ Н.Кокорев ертсе пыракан "Пограничниксен çамрăк тусĕсем" отряд членĕсем пограничниксем, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен çырнă сăвăсем вуларĕç.

Пограничниксен кунĕ ячĕпе Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" обществăлла организацин Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, чикĕ çарĕсен саппасри подполковникĕ В.Шемякин, интернационалла тивĕçе Афганистанра пурнăçланă А.Тимофеев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн директорĕ В. Анисимов тухса калаçрĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Пограничниксен çамрăк тусĕсем чикĕре пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă чикĕ юпи умне чĕркуçленсе, беречĕсене хывса пуç тайрĕç, чечексем хучĕç. Бронетранспортер умĕ те хĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе витĕнчĕ. Митинг 10-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекенсен ушкăнĕ саппасри пограничниксемпе, хăнасемпе монумент умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе вĕçленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика