АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă

31 мая 2013 г.

 Л.Николаева хăй ача чухнех пĕчĕккисене юратнă. Ÿсерехпе çак туйăм вăйлансах пынă. Чакаç шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Шупашкарти педагогика училищин шкулчченхи уйрăмне вĕренме кĕме документсем тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне кĕнĕ.

Алла диплом илсен çамрăк специалиста Вăтапуçĕнчи ача садне янă. Унта тăватă çула яхăн ĕçленĕ. Качча тухсан Чакаçа куçса килнĕ. Кунти ача садĕнче Любовь Павловна çиччĕмĕш çул воспитальте тăрăшать. Халĕ вăл кĕçĕн ушкăнпа ĕçлет. Ушкăнра 16 ача. Хăйĕн ĕçне юратса туса пынăшăн ăна темиçе хутчен тав тунă, Хисеп грамотипе чысланă.

Педагогшăн, çавăн пекех ача садĕнчи воспитательшĕн те ашшĕ-амăшĕн тавĕ темрен те хаклă. Любовь Павловнăшăн та вăл пысăк награда евĕрех. Ĕçри çитĕнĕвне хăйне пулăшакан С.Федоровăпа пайлать. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем.

В.АЧЧА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика