АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этемлĕхе тăсма - ывăл, пурнăçа тăсма - йывăç

29 мая 2013 г.

Çут çанталăкра йăлт шайлашуллă. Хальлĕхе. Анчах сисчĕвленмелли сăлтав тем чухлех. Вăрмансем сахалланса пыниех ученăйсемпе биологсене кăна мар, тавралăха юратакан кашни çыннах шухăша ярать. Пăшăрхантармасăр, 2000-2010 çулсенче вĕсем çулталăкне 13 миллион гектар таран чакса пынă-ха та. Çак лаптăка Греци территорийĕпе танлаштараççĕ.

Глобализаци витĕмĕпе тата климат улшăнăвĕсене пула куçа курăнман çĕнĕ хăрушлăхсем тухса тăраççĕ.

Çĕршывсем хушшинче пĕрене-хăмапа, вăрлăхпа тата пулăхлă тăпрапа сутăн тунă май сăтăрçă хурт-кăпшанкă тата чирсем сарăлаççĕ. Вĕсем вăрмансенче те вăй илеççĕ, çакă этемлĕхшĕн мĕнле çаврăнса тухасси пирки калама та хĕн.

Климат улшăннинче те нимĕн лайăххи çук. Вĕри çанталăкри пушарсенче мĕн чухлĕ йывăç кĕлленчĕ-ши; Çил-тăвăлсем тата пысăк лаптăксенех çĕрпе танлаштараççĕ.

Чăваш Еншĕн те çак самантсем çивĕч. Пирĕн тăрăхра та вăрмансем шар кураççĕ. Çулăм кăна мар, вĕтĕ сăтăрçăсем те пысăк тăкак кÿнĕ тĕслĕхсем пулчĕç.

Республикăри вăрмансенче ютран килсе сарăлнă виçĕ тĕрлĕ сăтăрçă тупса палăртнă: чăрăшсене кăшлакан пĕчĕк хура усач – Çĕмĕрле лесничествинче – 12 пин гектар, "Чăваш вăрманĕ" çут çанталăк патшалăх паркĕнче те, "Присурский" çут çанталăк патшалăх заповедникĕнче те, тата пысăк лубоед – Шăмăршă лесничествинче – 15 гектар, хырсене "кăмăллакан" хура усач – Йĕпреç тата Канаш районĕсенче, 7 пин гектар.

Федерацин "Вăрмансене хÿтĕлекен чăваш центрĕ" патшалăх учрежденийĕн даннăйĕсем тăрăх, лубоед текен сăтăрçа 1993 çултах Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенче асăрханă. Каярах Хĕрлĕ Чутай тата Вăрнар районĕсенче вырăн-вырăнпа вăй илнĕ пулнă.

Çийĕнчех сăтăрçа пĕтерессипе çыхăннă мерăсем йышăннă май унăн йышĕ ÿсме чарăннă, çак "вучахсене" тĕп тунă.

Анчах пĕр çĕрте ĕрчеме чараççĕ, тепĕр вырăнта вара вăй илсе пынине тупса палăртаççĕ. Шăмăршă лесничествинче 2007-2008 çулсенче – 10, 2010 çулта 5 гектар çинче çак тĕс хунаса кайнине палăртнă.

Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн приказĕсемпе килĕшÿллĕн кашни сăтăрçă тĕлĕшпе карантин фитосанитари зони тата карантин фитосанитари режимĕ туса хунă. Лубоед тĕлĕшпе вара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ карантин йĕркине çирĕплетнĕ. Эппин, çав вырăнсенче сăтăрçăсене сарăлма парас мар тесе кирлĕ мерăсем йышăннă.

Çапах, Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Суту-илÿ тата ял хуçалăх организацийĕн (СЯО) гендиректорĕ Жозе Грациану да Силва каланă тăрăх, асăннă хăрушлăхсене сирме пулать. "Вăрмансем тата йывăçсем пуласлăхра тăнăçлă аталанăва пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывма пултараççĕ. Вĕсем каялла тавăрма май пур ресурссем, экономика тата экологи, социаллă йывăрлăхсене чăтса ирттерееççĕ.

Çакна çĕнĕ çитĕнÿсем те çирĕплетеççĕ. Политика тата социаллă-экономика аталанăвĕ юлашки çулсенче вăрмансем чакассин хăвăртлăхне чакарма май пачĕ, уйрăмах Азире. Вăрмансем чакнине чарса лартма тата вĕсене тавăрма тăрăшакан çĕршывсене пулăшма шут тытрĕç ПНО тата СЯО. Çакă суту-илÿ хăрушсăрлăхне çирĕплетĕ тата çынсене социаллă аталанупа тивĕçтерĕ, вĕсен пурнăçĕ вăрмансемпе тачă çыхăннă-çке", - тет вăл.

Вăл çак ĕçре Коста-Рикăра ăнăçлă усă куракан, экологи хушма ĕçĕсемшĕн тÿлес, механизма хута яма сĕнет. Унта йывăçсем сахалланассине чарнă кăна мар, вăрмансен лаптăкĕсене 25 çулта 2 хут ÿстерме пултарнă.

Ку çĕршыв çыннисем çут çанталăк пурлăхне тивĕçлипе хаклама пĕлеççĕ. Эпир вара; Нумаях пулмасть ПНО Вăрмансен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турĕ. Çав кун кам тĕм лартрĕ; Хăй тĕллĕн хунавсем шăтса тухни, паллах, лайăх. Анчах та çут çанталăка çынсен пулăшмаллах. Вăрмантан мĕн кирлине илетпĕр-çке. Кивçен тÿлевпе хитре тенине аса илер.

Тепĕр тесен, несĕлĕмĕрсен йăлисем ахальтен çуралман. Пÿрт çĕкличчен е хыççăн тĕм лартмалла пулнă. Çĕр çинчи пурнăçа тăсма çакă питĕ кирлĕ. Йывăçсем вĕт атмосферăран углерод илсе ăна малашне упраççĕ кăна мар, эмелсем хатĕрлемелли япаласемпе, пĕрене-хăмапа тата кулленхи пурнăçра тем пек кирлĕ ытти материалпа тивĕçтереççĕ, тăварсăр шыв саппасĕсене хÿтĕлеççĕ тата ытти те. Вăрмансем миçе миллион çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернине вара хак парса пĕтереймĕн. Ывăл-хĕр ÿснипе пĕрлех хăв алăпа лартнă тĕмсем ешернине пăхма епле кăмăллă пулмалла, çапла-и; Кая юлман-ха эсир, тăван-пĕлĕше те вăрăм ĕмĕрлĕ юман е капăр хурăн, е усăллă çăка, е тутлă улма-çырла тĕммисене лартма йыхравлама ан манăр!

Н. ВАСИЛЬЕВА,

Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн

информаци-аналитика пайĕн

ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика