29 мая 2013 г.
"Космонавт" лагерь çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавал шывĕн сулахай енчи юмахри пек илемлĕ йăлăмра тăватă кун ача сасси татăлма пĕлмерĕ. Кунта районти шкулсенчи çамрăк армеецсен юхă-мĕн "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Çанталăк сулхăнрах та çиллĕ пулни никамăн кăмăлне те хуçмарĕ. Пĕр-пĕринпе паллашни, туслашни, уçă сывлăшра ушкăнпа апатланни, кăвайт умĕнче юрăсем юрлани, хаваслă кĕвĕпе ташлани аса илÿсен кĕнекине ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕç.
Финалти вăйăсене 33 команда хутшăнчĕ: "Орленок" – 9, "Зарница" – 24. Пĕтĕмпе 400 яхăн ача. Вĕсем вырнаçнă тĕрлĕ тĕслĕ палатăсем пĕлĕтсен фонĕнче чечексемлĕ уçланкăна аса илтерчĕç. Çарти пек кухньăсем шыв хĕррипе ларса тухнă. Салтак пăтти пек тутлă апат çук та пулĕ.
Конкурссенче çĕнтернĕ командăсене, пневматикăлла винтовкăран персе, турник çинче алă вăйĕпе туртăнса, çĕртен кĕлеткене çĕклесе, кросс чупса мала тухнă армеецсене вĕрентÿ управленийĕн, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн, районти ДОСААФ организацийĕн, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕнчи çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн, пушар хăрушсăрлăхне сăнаса тăракан инспекцин дипломĕсемпе наградăларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.
Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев çарпа спорт вăййисенче мала тухнисене пĕлтерчĕ. Кашни командăна строй умне чĕнсе кăларса дипломсем пачĕç, медальсем çакса ячĕç. "Орленок" ушкăнта Чакаç вăтам шкулĕн армеецĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Катек тата Шуркасси шкулĕсен командисем йышăнчĕç. "Зарница" ушкăнра ылтăн медале Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем çĕнсе илчĕç. Кĕмĕлпе бронза хуçисем – Ухман тата Хучел шкулĕсен армеецĕсем.
Çар комиссариачĕн представителĕ А.Наймушин подполковник командипе çамрăк армеецсен отделенийĕсем стройпа утса вăйăсене йĕркелекенсемпе, хăнасемпе сыв пуллашрĕç.
Чакаç тата Янкăлч шкулĕсен командисем район чысне республикăри çамрăк армеецсен финалти вăййисенче хÿтĕлĕç. Вĕсем çак уйăхăн 26-30-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнче иртеççĕ.
В.АЧЧА.