АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан асран тухмĕ тăван шкул

29 мая 2013 г.

 Районти шкулсенче нумай çул каяллах йăлана кĕнĕ "Юлашки шăнкăрав" уяв иртрĕ. Ик çĕр çамрăк 11-мĕш класран, 441-шĕ 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухĕ. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухас умĕн вĕсене экзаменсем кĕтеççĕ. Вун пĕр-мĕшсемшĕн шăнкăрав юлашки хут янăрани пит пĕлтерĕшлех мар та пулĕ. Чи пахи – вĕсем çак кун хăйсем ача шутĕнчен тухса çитĕннисен йышне кĕнине туйса илни.

Вăтакас Татмăш шкулĕнче 107 ача вĕренет. Вĕсенчен 11-шĕ вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илме хатĕрленет. Чылайăшĕ пулас утăмĕсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Тăххăрмĕшсем – вун виççĕн. Пĕр пайĕ тăван шкултах малалла пĕлÿ илĕ. Пĕлĕвĕсене професси училищинче, колледжра е техникумра ÿстерес текенсем те пур пулĕ-ха.

Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн шкул директорĕ Н.Петрова тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсене экзамен тытма кĕртни çинчен приказ вуласа пачĕ. Салампа пĕрле ачасене тăрăшса вĕреннĕшĕн, учительсене – вĕрентнĕшĕн, ашшĕ-амăшне шкула май килнĕ таран пулăшса пынăшăн тав турĕ. Уява малалла директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Долматова тата 5-мĕш класра вĕренекен Л.Федоровăпа А.Иванова ертсе пычĕç.

Акă шкул умĕнчи лапама класăн-класăн тăрса тухнă ачасем умне мăшăршарăн çавăтăннă вун пĕрмĕшсем тухрĕç. Каччăсем костюмпа, шурă кĕпе çине галстук çакнă, хĕрсем йăлана кĕнĕ тăрăх аслăрах ăрурисен формипе – хăмăр кĕпепе, шурă саппунпа, пуçĕсене илемлĕ тĕвĕлесе çыхнă шурă хăюсем. Чечек пекех хитрескерсен аллисенче чечек çыххисем. Пурте вĕсем çине тивĕçлĕ ăру çитĕннине палăртса савăнса пăхрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев вĕренÿ çулне ăнăçлă пĕтернĕ ятпа саламларĕç, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене лайăх тытма, чуна килĕшекен професси суйласа илме сунчĕç. Районта ял хуçалăх специалисчĕсем, педагогика тата медицина ĕçченĕсем çитменнине палăртса хăварчĕç. Владислав Васильевичпа Юрий Серафимович кунта вĕренекенсем олимпиадăсене, пултарулăх конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннине палăртрĕç, яшсемпе хĕрсен волейбол командисене районта иккĕмĕш, "Асамат" ташă ушкăнне "Чун ташши" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн дипломсем парса хавхалантарчĕç. Çамрăк армеецсен юхă-мĕн районти çарпа спорт вăййисенче палăрнисем те хисеп хучĕсемсĕр юлмарĕç.

"Аридаль" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Ю.Альхимович чи хаклă хăнасенчен пĕри пулчĕ. Вăл ертсе пыракан организаци Татмăш шкулĕн çуртне паян-ыран тĕпрен юсама тытăнать. Юсавăн пĕр-ремĕш тапхăрне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçлеме палăртнă. Ĕçсем мĕнле пынине патшалăх тĕрĕслесе тăрать.

Вĕренсе тухакансене çавăн пекех Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Васильева, шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Григорьева, класс ертÿçи И.Павлова саламларĕç. Вун пĕрмĕшсен пĕрремĕш учительници Н.Кондратьева чăвашра анлă сарăлнă юрă кĕввипе хăй хайланă салам сăмахсене юрласа пачĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Пукăртанра пурăнакан Л.Владимирова сăмах каларĕ, ачисене пĕлÿ панăшăн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав турĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç, ташларĕç. Кĕçех вăтам шкул аттестатне илекенсем савăнăçлă концерт программи хатĕрленĕ. Илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, хитре сăвăсем каларĕç, шкул вальсĕ, ку чухнехи ташăсем ташларĕç. Кăштах именчĕклисем, уйрăмах каччăсем, ик-виç ташă хыççăн хăюллансах çитрĕç, хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытма тăрăшрĕç. Пурте илемлĕ хусканусем тăвакансем çине юратса пăхрĕç, уйрăмах 10-мĕш класра вĕренекенсем – килес çул аслă юлташĕсенчен кая мар концерт хатĕрлеме ĕмĕтленчĕç ĕнтĕ.

Акă пăлхануллă самант та çитрĕ. А.Кондратьев çĕкленĕ В.Павлова аллинче хĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ йĕс шăнкăрав янăраса кайрĕ. Часах унăн сасси çумне алă çупни пĕрлешрĕ. Тÿпенелле шкултан вĕренсе тухакансен тĕрлĕ тĕслĕ шарĕсем çĕкленчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика