АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятлă çынна ял савать

29 мая 2013 г.

 Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пайкилт ял тăрăхĕн администраци ĕçченĕсем ку ялтах пурăнакан, нумай çул хушши районти хуçалăхсенче выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ Степан Сергеева саламлама васкарĕç. Ялти хисеплĕ çыннăн юбилей иккен - вăл 80 çул тултарчĕ. Администраци ертÿçи Аркадий Григорьев юбиляра саламласа унăн пурнăçĕнчи паллă тапхăрсене асăнса хăварчĕ, ырлăх-сывлăх сунса тата 10 çултан тепĕр юбилее килме шантарчĕ, асăнмалăх парне пачĕ.

Унтан Степан Сергеевича ял тăрăхĕнчи ветерансен ертÿçи Михаил Иванов саламларĕ, парне парса ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Юбилярăн хĕрĕ, Елена Степановна, нумай çул хушши Шăхасанти санэпидстанцинче вăй хурса "90 лет санэпидслужбе России" медале тивĕçнĕскер, ашшĕне чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнишĕн тав турĕ. Кÿршĕ-аршă та ăшă сăмахсем каласа саламларĕ, чăваш тумне тăхăннă ял тăрăхĕн ĕçченĕсем юбилее килнисене хитре юрăсемпе савăнтарчĕç.

Сăмах май каласан, нумаях пулмасть Пайкилтрех пурăнакан Елена Николаевна Карабашева 90 çул тултарчĕ, унăн юбилейне те савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика