29 мая 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов çурхи уй-хир ĕçĕсен малтанлăх кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. "Россельхознадзор" патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов акнă-лартнă культурăсене мĕнле пăхса ÿстересси, вĕсене уй-хир сăтăрçисенчен, çум курăксенчен хими им-çамĕпе усă курса хÿтĕлесси çинчен каласа панă. Оперативлă даннăйсем тăрăх районта çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 10965 гектар акса хăварнă, ку вăл планăн 104 проценчĕ. Çав шутра çурхи тулă анисем 4465, урпа 5327, сĕлĕ 811 гектар йышăнаççĕ. Пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем 292 гектар кăна. 120 гектарĕ – пăрçа. Пĕр çул ÿсекен курăксене 1043 гектар акнă. Пахча çимĕç лаптăкĕсем 2 гектар.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе пĕлсе, тухăçлă усă курассипе çыхăннă ĕçсем çинче чарăнса тăнă, çĕр ĕç саккунĕсене пăхăнма ыйтнă. Тăватă уйăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçсен кăтартăвĕсемпе АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев тухса калаçнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров акатуя хатĕрленесси мĕнле пынипе паллаштарнă. Тавралăха упрамалли çулталăка халалласа информаци тата илемлĕх пултарулăхĕн куравĕсем хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине аса илтернĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăна картишĕсем хатĕрлес енĕпе активлăрах ĕçлеме сĕнсе хăварнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.