24 мая 2013 г.
Вăрманта тата торф лаптăкĕсем çинче пушар алхасса каясси типĕ тата шăрăх çанталăкра çиçĕм çапнинчен, çынсем вут-кăварпа асăрханусăр пулнинчен, çĕр "питне" типĕ курăкран тимлĕхсĕр çунтарса тасатнинчен тата ытти чылай сăлтавран килет. Вут-çулăм "чĕлхи" кун пек чухне çуртсем патне те тăсăлса çитет, йывăç кĕперсене тĕп тăвать, электричество линийĕсен йывăç юписене тÿнтерет, выльăх-чĕрлĕхе те, çынсене те шеллемест.
Вăрмансенче ытларах чухне "аялти" пушар хуçаланать, кун пек чухне çĕр çийĕнчи пĕлтĕрхи çулçă, тĕм йывăç, курăк тата тымарсем çунаççĕ. Типĕ тата çиллĕ çанталăкра çулăм йывăçсен тăррине те хăпарать, пĕр шелсĕр кĕске вăхăтра пысăк лаптăка хуратса хăварать. Кун пек хăрушлăх час-часах лăсăллă йывăçсене пырса тивет. "Аялти" пушар минутра 0,1-3 метр хăвăртлăхпа ÿссе сарăлать пулсан, "çÿлти" пушар вара çиле май минутра 100 метр таран малалла алхасса кайма пултарать.
Ÿсен-тăран тымарĕсем тата торф çуннă чухне çĕр айĕнчи пушарсем пулма пултараççĕ, вĕсем тĕрлĕ еннелле çунса сарăлаççĕ. Торф хăй тĕллĕн хыпса илсе сывлăшсăр тата шыв айĕнче те пĕр чăрмавсăрах çунма пултарать. Çунакан торф лаптăкĕсем çийĕн вĕри кĕл хăпарать, вĕсене çил илсе кайсан тепĕр вырăнта çĕнĕ пушар пуçланса каять, çак кĕл çынсен тата вылăх-чĕрлĕх ÿтне пĕçертнĕ тĕслĕхсем те пур.
Çынсен пурнăçне тата пурлăха сыхласа хăварас тĕллевпе вăрмансенче просекăсем уçмалла, вĕсене вăхăтра тасатса тăмалла. Ялсенче пĕвесемпе кÿлĕсем ăсталамалла, урамсенче шывпа пичкесем лартмалла. Çывăхра вăрман е торф лаптăкĕсем çунаççĕ пулсан вырăнта пушара пăхса хак паракан ушкăн йĕркелемелле, ял тавралла çĕр лаптăкне тасатса хумалла, хуралтăсем çумне шывпа савăтсем вырнаçтармалла. Сĕрĕмпе чыхăнасран çăварпа сăмсана çыхмалли ятарлă маскăсемпе респираторсем туянмалла. Шăрăх тата типĕ çанталăк вăраха тăсăлса кайрĕ пулсан çынсене вăрмана кĕртме чармалла (уйрăмах автотранспортпа).
Енчен те эсир çунакан вăрманта е тĕлкĕшекен торф лаптăкĕ çывăхĕнче пулсан çухалса ан кайăр. Чи малтанах лару-тăрăва тĕрĕс хак парăр, инкеке хăвăр вăйпа çĕнтерме май килмесен çакăн çинчен çийĕнчех çывăхри çынсене пĕлтерĕр, хăрушă вырăнтан тухма асăрхаттарăр. Пĕр тăхтаса тăмасăр, уçланкă, юхан шыв, кÿлĕ, уй еннелле çул тытăр. Çунакан вăрмантан вăхăтра тухса тарма май килмерĕ пулсан шыва кĕрсе вырнаçăр е нÿрлентернĕ тум тирпе витĕнĕр. Пушар вырăнĕнчен тухсан инкек çинчен çийĕнчех вырăнти администрацие, вăрман хуçалăхне тата пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Çулăм ял еннелле е хуралтăсем патне куçса пырать пулсан айккинче пăрăнса ан юлăр, ăна урапа таптаса, туратсемпе çапса, шыв сапса, çĕрпе витсе сÿнтерме тăрăшăр. Пушара сÿнтернĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, пĕр пĕччен шалтан шала кĕрсе каймалла мар, ытти çынсене куçран вĕçертменни те пурнăçăра хăрушлăха кĕртсе ÿкерме памĕ. Торф лаптăкĕсене сÿнтернĕ чухне çĕр айĕнче варинкке евĕр пушă лаптăксем пулма пултарнине шута илĕр, çавăнпа та çунса аннă торф сийĕ мĕн тарăнăш пулнине чи малтан палăртмалла.
Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр, вăрмансене пушартан сыхлăр. "Симĕс пуянлăх" пире хăйĕн илемĕпе тата пурлăхĕпе яланах тыткăнлатăр тата савăнтартăр.
О.ОКРУЖНОВ,
пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.