АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел курăкĕ пуçтаратпă

24 мая 2013 г.



Эмел курăкĕсене гален препарачĕсем хатĕрлеме (ÿсен тăранăн сиплĕ хутăшĕсене пăчăртаса илни) тата аптека урлă халăха хатĕр эмелсем туса сутма усă кураççĕ. Медицинăра усă куракан пĕтĕм эмелсен виççĕ тăваттăмĕш пайне çут çанталăкра ÿсекен сиплĕ курăксенчен хатĕрлеççĕ.

Пирĕн çĕршывра халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çулран çул лайăхланса пырать. Фармацевтика учрежденийĕсем те ÿссе хушăнаççĕ. Медицина учрежденийĕсемпе аптека сечĕсем йышланса пынă май пуçлăхсем медицина промышленноçĕн малашлăхри аталанăвĕ тата халăха паха та çĕнĕ йышши препаратсемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Эмел хатĕрлемелли чи паха хутăшсем сиплĕ курăксенче упранаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен химипе фармацевтика завочĕсемпе аптекăсенче эмел формисен 50 процентне туса хатĕрлеççĕ.

Пирĕн республика, унăн географири вырăнне илес пулсан, эмел курăкĕсем пуçтармалли меллĕ çĕрте вырнаçнă. Чăваш Енре хурăн кăчăкĕ, çирĕк вăрри, лантăш çулçи, утмăл турат чечекĕ, çĕмĕрт тата пилеш çырлисене... пуçтараççĕ. Çамрăк вăрмансем çак сиплĕ "эмелсемпе" уйрăмах пуян, уй-хирпе улăх-çаран та пĕлтерĕшĕпе айккинче юлмаççĕ. Кĕтмел, хура çырла, хурăн çулçисене тата хыр папакĕсене вуншар тонна пуçтарма пулать, вĕсен саппасĕ пур пĕрех чакмĕ.

Çулсерен тĕмĕсене сиен кÿмесĕр çак эмел курăкĕсене йышлăн пуçтарса хатĕрлеççĕ: чĕре курăкĕ (пустырник), вĕлтрен (крапива двудомная), шапа хупаххин çулçисене (мать-и-мачеха), кĕтÿç сумккин курăкне (пастушья сумка), çирĕк вăррине, шăлан, пилеш çырлисене, чĕмере курăкĕн тымарне (чемерица Лобеля), лантăш çулçине. Çак ÿсен тăрансене Чăваш Енĕн пур районĕсенче те пуçтараççĕ.

Пирĕн районта эмел курăкĕ пуçтарса хатĕрлессипе Канаш райповĕ те ĕçлет. Çынсем хатĕрленĕ курăка ялти лавккасене пырса пама пултараççĕ. Чăвашпотребсоюз Канашĕ нумаях пулмасть шкул ачисем хушшинче эмел курăкĕ пуçтарассипе йĕркеленĕ иртнĕ çулхи конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пирĕн районти Вырăскас Пикших шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Родион Нестеров (вăл сиплĕ курăксене 500 ытла килограмм пуçтарса типĕтнĕ) тата Шуркасси шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Даниил Игнатьев пур (вăл 250 килограмм ытла пуçтарса типĕтнĕ). Йăлана кĕнĕ йĕркепе эмел курăкĕсене хастар пуçтарса хатĕрлекенсене укçан преми парса хавхалантараççĕ.

Хăш эмел курăкне типĕтсе хатĕрлеме меллĕрех тата тупăшлăрах-ха; Калăпăр, типĕтнĕ пĕр килограмм çăка çулçишĕн 250 тенкĕ парĕç (унăн чĕрĕ виçине 50 тенке хаклаççĕ), утмăл турат чечекĕн пĕр килограмĕ 160 тенке кайса ларĕ (24 тенкĕ), хыр папакĕн пĕр килограмĕшĕн 135 тенкĕ укçа пама шантараççĕ (35 тенкĕ). Райпо йышăнакан эмел курăкĕсен списокĕпе тата вĕсен хакĕсемпе ялти лавккасенче паллашма пултаратăр. Çавăн пекех эмел курăкĕсене тĕрĕс типĕтмелли çинчен те ан манăр, вĕсене сывлăш лайăх çурекен тăрă е витĕ айне сарса хумалла, вăхăт иртнĕçемĕн асăрхануллă çавăрмалла. Типĕтнĕ курăка нÿрĕ лекмен пÿлĕмре упрамалла. Çу каçипе çут çанталăк пурлăхне пуçтарма ан ÿркенĕр çеç, хушма укçа ĕçлесе илнипе пĕрлех, тен, Чăвашпотребсоюз Канашĕ çулсерен йĕркелесе ирттерекен конкурс çĕнтерÿçисен йышне те лекме пултарăр.

Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: эмел курăкĕсемпе, уйрăмах наркăмăшлисемпе, асăрхануллă пулмалла. Сывлăх хавшасан вĕсемпе хăвăр тĕллĕн сипленме ан васкăр, маларах тухтăрпа канашлани вырăнлă.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика