АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир лартнă йывăçсем ÿсчĕр анлăн кашласа

24 мая 2013 г.

 

Хамăр çуралса ÿснĕ вырăна, тавралăха пиртен кашнийĕнех юратмалла, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла. Экологи "сывлăхĕ" çыннăн культурипе тачă çыхăннă. Çут çанталăка ăпăр-тапăрпа вараламасан, йывăç-тĕм, чечек-курăк лартса çитĕнтерсен хамăр тунă илеме курса киленме мĕн тери ырă. Çакна туйма вара малтан ĕçне тумалла.

Акă, сăмахран, килти садра е анкарти хыçĕнче хăв аллупа йывăç лартса вăл мĕнле ÿснине сăна-ха, вара санăн чунунта ирĕксĕрех лайăх пулса кайĕ. Чăн та, çапла туса пăх-ха. Çын ĕçне пăхса иртсе кайнипе туйма çук ăна. Пирĕн шкул ачисем, ав, аслă юлташĕсем хăйсене сĕннĕ шухăша хапăлласа йышăнчĕç.

Пĕлтĕр Сиккасси вăтам шкулĕ пысăк хавхаланупа шкул лесничестви йĕркелесе ячĕ. Ачасем ăна "Хăва" (Ивушка") ят пачĕç. Лесничествăна йĕркелессишĕн шкул директорĕ, биологипе химине вĕрентекен Марианна Константиновна Михайлова питĕ нумай тăрăшрĕ. Ку ĕçре пире тата Валентин Ефимов вăрманçă пысăк пулăшу кÿчĕ. Хăй вăл Канаш вăрман хуçалăхĕн системинче нумайранпа ĕçлет. Шкулта ачасем патĕнче хăнара час-часах пулать. Пĕррехинче ачасемпе çут çанталăк темипе класс тулашĕнчи уçă мероприяти ирттернĕ чухне Валентин Александрович çакăн пек калаçу пуçларĕ:

– Чăваш Ен вăрманпа пуян. Республикăн пĕрре виççĕмĕш пайне вăрман йышăнать. Ĕлĕк-авал вара вăрмансем паянхинчен те нумай пулнă. Анчах пысăк лаптăксене çынсем касса пĕтернĕ. Вăрман мĕн авалтан çынна усă кÿнĕ: тăшмансенчен хÿтĕленĕ, тăрантарнă, тумлантарнă, ăшăтнă, хăтлăх панă. Хальхи вăхăтра та вăрмансăр пурăнма йывăр.

Вăрман сывлăшĕ сывлăхшăн питех те усăллă. Çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те вăрман хăйĕн илемĕпе тыткăнлать, сывлăшĕпе чуна канлĕх кÿрет, – терĕ В. Ефимов.

Иртнĕ кĕркунне пирĕн шкул вĕренекенĕсем хамăра уйăрса панă 3 гектар лаптăк çинче 5 пин тĕпе яхăн юман, чăрăш тата çăка лартса хăварчĕç. Кĕркунне лартнă йывăçсем пурте лайăх чĕрĕлнине курса хавхаланнă ачасем кăçал та питĕ тăрăшса ĕçлерĕç: 2500 тĕп юманпа хыр лартрĕç.

Валентин Александрович ачасене йывăçсене мĕнле лартмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. "Ячĕшĕн лартнă йывăçăн пурнăçĕ кĕске", – вĕрентсе пычĕ вăл. Ачасем хăйсем лартнă çамрăк хунавсем çине киленсе пăхаççĕ. Ара, тепĕр темиçе çултан, хăйсем çак шкултан вĕренсе тухса кайсан, йывăçсем ÿссе сарăлса тÿпенелле кармашĕç, илемĕпе тавралăха капăр сăн кÿрсе ларĕç.

Шкул лесничествинчи ĕçе пуçламăш класри ачасем те интересленсех хутшăнаççĕ. Кĕçĕннисене аслисем мĕн ĕçленине курма кăсăклă. Ача чухне пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме уйрăмах интереслĕ-çке. Çитĕнсен çав вăхăтсене аса илме мĕн тери ырă. Хĕллехи вăхăтра кайăксем валли сырăшсем ăсталаса çунатлă тусĕсене апатлантарчĕç. Çуркунне вăтам классенче вĕренекенсем шăнкăрч вĕллисем туса çакрĕç. Шкул пахчинчи улмуççисене кăпкалатрĕç. Шкул лесничестви ачасен çуллахи кану кунĕсене усăллă ирттермелли тепĕр вырăн пулса тăчĕ. Халĕ вĕсем хăйсем лартнă йывăç-хунава пуçтахсем хуçса-ватса хăварасран, выльăхсем çиесрен асăрхаса тăрĕç. Йывăçа лартни кăна çителĕксĕр, вăл мĕнле ÿсни пĕлтерĕшлĕ.

Ачасене çут çанталăка юратма вĕрентсе ÿстерес тĕллевпе учительсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ: викторинăсем, "çавра сĕтелсем", калаçу сехечĕсем, утренниксем, экскурсисем. Районти вĕрентÿ управленийĕ Çут çанталăка хÿтĕлемелли çулталăка халалласа КВН вăййисем йĕркелерĕ. 16 шкул команди хушшинче Сиккасси ачисем (7-мĕш класс) пĕрремĕш вырăна тивĕç-рĕç. Çак çитĕнÿ пире тата тăрăшуллăрах пулма хистет.

Пирĕн хамăр чунра ырă вăрлăх акмалла. Ырă, усăллă ĕçсем тусан çын хитреленсе пырать. Япăххи, усалли енне туртăнсан чун хытса, хăрса ларать.

Р.ЧЕБУКОВА,

Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика