24 мая 2013 г.
Илем... Сăмахĕ те мĕнле янăравлă, ăшшăн илтĕнет: "тăванăм", "килĕм" тенĕ пек. Ахальтен мар ăна паллă тĕпчевçĕ Н.Ашмарин "чăваш чĕлхинчи чи хитре сăмахсенчен пĕри" тенĕ. Пусăрăнчăк та пăтранчăк шухăш-туйăма сирет вăл, кăмăла çĕклет.
Мĕнрен килет-ши, ăçтан тухать-ши илемлĕхĕн асамлă хăвачĕ; Хăш чухне илеме эпир шалтан сисетпĕр. Çапах та илем ултавлă пулма пултарать: яка тум, япшар чĕлхе... Çынна вара çапла çеç хаклани çителĕксĕр пулĕ. Чыспа хисепе, хастарлăхпа пуян чун-чĕрене, кăмăла тата ĕçченлĕхе кура хакламалла çынна. Паллах, ырă çын нумай пирĕн çĕр çинче. Вĕсем кашни районтах, кашни ялтах. Манăн вара сире Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Волковсемпе паллаштарас килет. Вĕсен çемйи чăннипех те илемлĕ те туслă пурăнать. Çак кунсенче çемье пуçлăхĕ Александр Егорович 85 çул тултарчĕ, унăн мăшăрĕ Любовь Филипповна вара 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă юбилей ячĕпе тăван килне пуçтарăнса ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем чи ырă сăмахсемпе ăшшăн саламларĕç.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çак кун хисеплĕ мăшăра ялти библиотекăна шкул ачисемпе тĕлпулăва чĕнтĕмĕр. Çитĕнекен ăрăва вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăмăр.
Александр Егорович çамрăклах тракторист профессине алла илнĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван колхозра тăрăшнă. Çĕр улми, кăшман, кукуруза акса-лартса ÿстернĕ çĕрте ĕçленĕ. 1 гектартан 986 ц кăшман туса илнĕ вăхăт та пулнă. Çавăншăн хаçатра та пичетленме тивĕçнĕ.
Любовь Филипповна мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ, ĕмĕчĕ пурнăçлансан çав тери савăннă. Çеçпĕлти вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ, аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара унăн 42 çул.
Мăшăрсем çинчен çÿп-çипе хупăлчи тесе çирĕплетсех калама пулать. Иккĕшĕ те тăрăшуллă, ĕçчен çынсем. Ахальтен мар вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, обществăри пултарулăхшăн панă тĕрлĕ награда нумай, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Волковсем пĕрле пурăнма пуçлани 2014 çулта 60 çул çитет. Ялта вĕсем сумлă çынсем, ачисем те хисепре, пурте çемьеллĕ. Аслă хĕрĕ Светлана амăшĕн çулĕпе кайнă. Саратов хулинчи Чернышевский ячĕллĕ университетра вĕренсе педагог специальноçне алла илнĕ, Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ лицейра географи предметне вĕрентет. Аслă категориллĕ вĕрентекен.
Алевтина тĕп хулари коопераци техникумне пĕтернĕ. Афган вăрçи вăхăтĕнче 1982-1984 çулсенче Афганистанра офицерсен столовăйĕнче повар пулса ĕçленĕ. Халĕ Шупашкарти "АМИКО" тулли мар яваплă пĕрлĕхре производство ертÿçи.
Геннадий Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетне пĕтернĕ, Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче тĕп технолог пулса ĕçлет.
Фаина та Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕрен-нĕ, çемйипе Тăвай районĕнче пурăнать, Канаш хулинче "Шуба" предприятире тăрăшать.
Хăй вăхăтĕнче Волковсем выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Халĕ вĕсем иккĕшех пурăнаççĕ, вăй çитнĕ таран сад-пахчара кăштăртатаççĕ. Пулăшма ачисемпе мăнукĕсем час-часах килсе çÿреççĕ.
Ялти хыпарсемпе интересленсех тăраççĕ ватăсем. Вулама юратаççĕ, библиотекăпа тачă çыхăну тытаççĕ. Уйрăмах Любовь Филипповна мăнукĕсем каникула килсен уçăлса çÿреме юратать. Пурĕ вĕсем саккăрăн, мăнукĕсен ачисем вара иккĕ.
Юбилей тата çемье кунĕ ячĕпе Любовь Филипповнăпа Александр Егоровича Çеçпĕлти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ А.Петров тата учительсен вырăнти профсоюз организацийĕн председателĕ Е.Филиппова саламласа асăнмалăх парне пачĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи "Шĕкĕр" ушкăн хăйĕн илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Г. ШАДРОВА,
Çеçпĕлти культурăпа
библиотекăн аталану центрĕн ертÿçи.