24 мая 2013 г.
"Тăшман" тесен куç умне нимле майпа та пĕчĕк, куçа курăнман хурт-кăпшанкă тухмасть, çапла-и; Шăпах вара, никам асăрхайми нăрăсем е çут çанталăкри ытти япала пахчаçăшăн чăн тăшман пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ йăх-яхран культурăллă курăксем кăна-и - вăрмансем те шар кураççĕ. Пĕчĕкки пĕчĕк те сиенĕ миллион-миллион тенке те кармашма пултарать, вĕтĕскерсемех тем пысăкăш йывăçсене "йăвантараççĕ".
Юлашки вăхăтра чикĕ леш енче уйĕ-уйĕпе кукурузăна пĕтерекен сăтăрçă "западный кукурузный корневой червь" пирки пăшăрханса та тарăхса калаçаççĕ специалистсем. Ку мура Европăри 20 ытла çĕршывра асăрханă. Çак хурт кÿрекен сăтăр çулталăкне 5 млрд тенке çитме пултарать-мĕн.
Пирĕн тăрăхра ку культурăна вăйлă туса илменрен çакнашкал пысăк çухатусем пулассăн туйăнмасть, çапла-и; Савăнма тăхтар, мĕншĕн тесен тĕрлĕ сăтăрçă юнашар регионсенче те сахал мар тĕл пулать. Вĕсене лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ чухне палăртнă.
Регионсен хушшинчи Тутарстан лабораторийĕн пай пуçлăхĕ Айтуган Мубараков каласа панă тăрăх, пĕлтĕр кăна çак республикăра, сăмахран, досмотрсем ирттернĕ май 7 карантин объекчĕ тупса палăртнă: амбрози (трехраздельная), Калифорни чечек трипсĕ, табак лĕпĕшĕ (табачная белокрылка), виç чечеклĕ паслен (паслен трехцветковый), сахал чечеклĕ ценхрус (ценхрус малоцветковый), сÿслĕ шăши кикенекĕ (череда волосистая), тимьян повилики (повилика тимьяновая). Çак тăрăхра амбрози вăй илсе пыни куç кĕрет. Досмотрсенче ăна 547 хутчен тĕл пулнă тăк, тĕпчев мероприятийĕсенче - 3 хутчен. Кунсăр пуçне çĕр улмин ылтăн тĕслĕ нематодине 66 тĕслĕхре тупса палăртнă.
Карантин объекчĕсен списокне кĕртмен сăтăрçăсен шучĕ те нумай. Лаборатори специалисчĕсен куçĕ умне пулнисем кăна 251 мур. Вĕсене вырăнти сăтăрçăсем теес килет. "Карантин объекчĕ" тесе вара ку таранччен регионта тĕл пулманнисем пирки калаççĕ.
Чĕмпĕр облаçĕнче те сÿслĕ шăши кикенекĕ, амброзипе повиликăн 2-шер тĕсĕ, кунсăр пуçне явăнакан горчак (горчак ползучий) çакланнă. Чăваш тăрăхĕнче палăрнă çĕр улми нематоди те, чечек трипсĕ те, хырсене кăшлакан хура усач та пуç çĕклесшĕн унта. Уйрăмах усач харсăр, ăна 16 хутчен асăрханă. Вырăнти сăтăрçăсен 163 тĕсĕ специалистсен куçĕсен тĕлне пулнă.
Удмуртинчен килекен тавара тĕрĕслеттерме сĕнес килет, мĕншĕн тесен унта тĕпчев мероприятийĕсем вăхăтĕнче Çĕпĕр пурçăн тĕртекенне (сибирский шелкопряд) "палласа илнĕ". Вăл самаях сарăлма ĕлкĕрнĕ теме пулать. Сăмах май, вăл ытти çулсенче Мари Республикинче те, Киров облаçĕнче те курăннă.
Çак хурт-кăпшанкă лăсăллă йывăçсене кăмăллать. Уйрăмах, Алтайра, Новоссибирск, Кемĕр, Томск, Иркутск облаçĕсенче тата Красноярск крайĕнче шар кăтартнă лаптăксем чылай пулнă. Çапах та, сăмахран, Якутире, Хакасире тата Тувара – çулçăллă йывăçсене те тиркемен. Çав вырăнта лăсăллă йывăçсем хавшаççĕ те пĕтме тытăнаççĕ, хуппи тĕпренет. Курăксем вара иртĕнсех каяççĕ. Унчченхи пек вĕсене йывăçсем ÿсме чăрмантармаççĕ-çке. Курăксем çăралсах пыраççĕ, йывăç юлашкийĕсем çĕртен нÿрĕк туртса илмеççĕ. Çапла майĕпен шурлăх пулса каять. Йывăç вуллисем çĕреççĕ те çав лаптăксенче иртсе çÿреме йывăрланать. Ку хурт-кăпшанкă çав тери вăйлă сăтăрçă пулнине çак самант та çирĕплетет. Иртнĕ çĕр çуллăхра Çĕпĕр шелкопрячĕ 13 млн гектар тайга вăрманĕсене пĕтернĕ. Ытти хуртсемпе кăпшанкăсем пурте пĕрле çакăн чухлĕ шар кăтартман.
Çавăнпа та ăна тата çав йышши ытти сăтăрçа нимле майпа та республикăна кĕртмелле мар. Çак тĕллевпе Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем çулсерен вăрман-лаптăксенче тĕпчевсем ирттереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран - 90 пин гектар. Пурçăн тĕртекен тепĕр тĕсне тупса палăртмашкăн кăна 530 гектар питомниксен тата нумай çул ÿсекен культурăсен лаптăкĕсенче феромон капкăнĕсем лартнă. Телее, иккĕленÿ çуратакан хурт-кăпшанкă тупса палăртман.
Çапах та сисчĕвленме сăлтав пур. Ку таранччен пирĕн тăрăхра пулман çум курăкĕсене шыранă май амбрози тата повилика куç тĕлне пулнă. Пĕтĕмпе вара 50 пин гектара пăхса çаврăннă.
Пĕлтĕр Чăвашра 9 карантин объектне, вырăнти 33 сăтăрçа "тăрă шыв çине кăларнă". Вĕсене пĕтерес тесе хамăр регионта сиенсĕр меслетсемпе ăнăçлă усă кураççĕ. Сăмахран, чечек трипсне тĕп тума энтомофагсем (фитосейулюс, макролофус, ориус) ятарласа ÿстереççĕ. Усачсем килĕштернĕ вырăнсенче хавшак йывăçсене каснă: Çĕмĕрле лесничествинче - 130 га, Канаш тата Йĕпреç лесничествисенче - 15 га.
Сăтăрçăсене республикăна кĕртес мар, ÿсен-тăран тата çум курăксен чирĕсене сарăлма парас мар тĕллевлĕ тĕрĕслевсен, рейдсен, досмотрсен шучĕ уйăхсерен ÿссех пырать. Çуркунне уйрăмах инспекторсен ĕç нумай – ютран килекен вăрлăха, калча-тĕме тĕрĕслемесĕр хăвармалла мар. Çавна май кăçал та йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар çиеле тухаççĕ. Çитменнине, вăл е ку сăтăрçа тупса палăртнă: соя шротĕнче - армути çулçиллĕ амброзин (полыннолистная), тулăра сÿслĕ шăши кикенекĕн вăррисем пулнă. Юрать-ха вĕсем чĕрĕ пулман.
Анчах вăйлă сиен кÿме пултаракан чĕрĕ хурт-кăпшанка та тупса палăртнă. Узбекистанран илсе килнĕ кĕл чечек тĕммисенче Калифорни щитовки аталаннă. Çав партие çунтарса тĕп тунă. Маларах асăннă тĕслĕхсенче те продукцие ятарлă технологипе сиенсĕрлетнĕ.
Çапах халăхра "Чиртен сипленни мар, асăрханни йÿне ларать" тени аса килет. Пĕрене е йывăçран хатĕрленĕ ытти япалана урăх регионтан илсе килнĕ чухне унти фитосанитари лару-тăрăвĕпе кăсăкланăр. Пĕр-пĕр сăтăрçă тупса палăртнă тăк (карантин фитосанитари зонине туса хунă пулсан) карантин сертификачĕ кирлĕ. Çак зонăсене ятарлă справочнике те кĕртеççĕ. Пĕчĕк шуйтан мăшкăлне тÿсес мар тесен асăннă йĕркесене пăхăнмаллах.
Н. ВАСИЛЬЕВА.