АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашра Варнава митрополит пулнă

24 мая 2013 г.

 

Канаша Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ. Чиркÿ умĕнче ăна хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов кĕтсе илнĕ. Владыка кунта кĕлĕ ирттернĕ.

Хулари БАМ тата Хĕвел анăç микрорайонсем хушшинче хулан тĕп чиркĕвне тума палăртнă вырăна хĕрес лартнă. Митрополит Варнава чиркÿ çыннисемпе пĕрле ăна сăвапланă. "Вырăнĕ кунта питĕ илемлĕ, юнашарах "патриарх пĕвисем", – тенĕ вăл.

Митрополит хулари кану тата культура паркĕ умĕнче çемьене упракан Петрпа Феврони çветтуйсен ячĕпе тума пуçланă часавай патĕнче пулнă. Унта вăл часавай никĕсне виçĕ кирпĕч хунă. Турă çурчĕ çумне ятарласа пачăшкă çирĕплетеççĕ. Вăл вырсарни кунсенче тата турă уявĕсенче кĕлĕ ирттерĕ, çамрăк мăшăрсене венчете тăратĕ.

Владыка Совет Союзĕн Геройĕ И.Кабалин ячĕллĕ вăтам шкулта православи класĕнче вĕренекенсемпе тата кăçал пуçласа парта хушшине ларакан ачасемпе – ача сачĕсен воспитанникĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсем пĕчĕк концерт лартса панă. Митрополит Варнава ачасене пĕчĕк турăшсем парнеленĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика