24 мая 2013 г.
Черетлĕ информаци кунĕнче ачасемпе çамрăксене çуллахи каникул кунĕсенче ĕçпе тивĕçтересси, сывлăхне çирĕплетесси тата канăвне йĕркелесси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çуллахи вăхăтра пушарпа кĕрешес тата шыв хĕррисенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе тухса тăракан, нумай хваттерлĕ çуртсенче коммуналлă рессурсемпе усă курмалли нормативсене çĕнĕрен пăхса тухасси çинчен калаçрĕç. Темăсене халăха ăнлантарса пама Шупашкартан Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Çак йышрах – культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ, Сухайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Алексеева. Альбина Ивановна ентешĕсемпе тĕл пулчĕ.
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Исаев Хучел, Кăшнаруй, Вăрăмпуç, Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Алексеева Шелттем, Сиккасси, Карăклă ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхпа калаçрĕç.
Республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов информаци кунне Энтриялĕнчи культура çуртĕнче пуçларĕç. Светлана Александровна темăсене республика шайĕпе çутатса пачĕ. Владислав Васильевич районти тĕслĕхсемпе усă курчĕ. Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагере яма кăçалхи çул валли районĕпе 7315,8 пин тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпе – 487 путевка. "Космонавт" лагерьте канма пĕр путевка та юлман. Кунта ачасене çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче кĕтсе илĕç. Çĕрпÿ, Вăрмар, Етĕрне районĕсенчи "Звездный", "Романтик", "Родничок" лагерьсенче пушă вырăнсем пур-ха. Ыйтса çырнă хутсене вăхăтра тăратмалла.
Районти 24 шкулта ачасем валли кăнтăрлахи кану лагерĕ йĕркеленĕ. Вĕсенче сывлăхĕсене 865 арçын ачапа хĕрача çирĕплетĕç. Çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисем валли вырăнти бюджетран 300 тенкĕ уйăрма палăртнă.
Район территорийĕнче çулталăк пуçланнăранпа 19 пушар тухнă. Вут-çулăмра 814,5 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ.
Шыв çинче 3 инкек пулнă. Шăхасан ялĕнчи 59 çулти хĕрарăм картишĕнчи 1х1х1,7 метр пысăкăш шыв шăнăçулăхне кĕрсе ÿкнĕ те шыв çăтнипе вилсе кайнă. Çăлпуçĕнче 63-ри арçын çăла персе аннă, каялла тухайман. Иртнĕ вырсарни кун Уçырмара 6 çулти хĕрача путса вилнĕ. Икĕ хĕрача, иккĕмĕш сыпăкри тăвансем, велосипедпа ярăннă. Тăхăр çулти руль тытса пынă, кĕçĕннине рама çине лартнă. Пĕве хĕрринчи çулпа пынă чухне аслăраххи велосипеда чарайманнипе шыва кĕрсе ÿкнĕ. Тăххăртине реанимаци уйрăмне вырттарнă, улттăрине çăлайман. Ялсенче шыва кĕме ятарласа вырăн хатĕрлемен. Ăна тума, çăлавçăсене тытса тăма укçа-тенкĕ те самаях кирлĕ. Апла пулсан асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатмалла.
Ыйту та нумай пулчĕ. Пĕри те хуравсăр юлмарĕ. Министрпа райадминистраци пуçлăхĕ районти шкулсенчи çамрăк çарçăсен "Космонавт" лагерь çывăхĕнче Кĕçĕн Çавалăн сулахай çыранĕнчи йăлăмра иртекен "Орленок" тата "Зарница" вăййисем мĕнле иртнипе паллашрĕç, пакунсем çакнă яшсемпе, хĕрачасемпе калаçрĕç. Конкурссем епле иртни çинчен район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев тата социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин каласа пачĕç.
Светлана Александровнăпа Владислав Васильевич çамрăк çарçăсене ăнăçу сунса Ямаш ял тăрăхне çул тытрĕç. Информаци кунне унти тĕл пулупа вĕçлерĕç.
В.АЧЧА.