22 мая 2013 г.
Штрафсене тÿлеме васкаман çынсенчен укçа-тенкĕ шыраса илмелли йĕрке çивĕчленни палăрать. Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексĕн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн штраф тÿлессинчен пăрăнса çÿрекен çынран маларах çырса панă суммăран икĕ хут ытларах шыраса илеççĕ (1 пин тенкĕрен кая пулмалла мар) е 15 суткаччен арестлеме пултараççĕ. Çак нормăпа кунсеренех усă кураççĕ. Унăн пĕлтерĕшлĕ витĕмĕ те пур: ГИБДД сотрудникĕсем çырса панă штрафсене вăхăтра тÿлесе татас текенсен йышĕ ÿснĕ.
Тепĕр тесен, штрафсен çĕнĕ санкцийĕсене йышăниччен вĕсен виçи пысăках та пулман. Çырса панă суммăна кашни водитель çийĕнчех тÿлеме пултарнă. Штрафсене тÿлемесĕр вăхăта тăсса хамăра чăрмавлă лару-тăрăва кĕртсе ÿкерме кирлех-ши; Кун пирки эпир районти ГИБДД пайĕн начальникĕпе Д.Гусевпа калаçăпăр.
– Дмитрий Иванович, çул-йĕр правилисене пăснă водителĕн мĕн пĕлмелле-ха;
– Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн водитель штрафа постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 30 кун хушшинче тÿлеме пултарать. Постановлени хăй саккунлă вăя тепĕр 10 кунран кĕрет. Эппин водителĕн штрафа тÿлесе татма шăпах 40 кун пур.
Енчен те ГИБДДра штрафа тÿлесе татни çинчен информаци пулмасан ку материала суд приставĕсем патне ăсатаççĕ. 40 кун хушшинче штрафа тÿлесе татман водитель Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.25 статйин витĕмне лекет. Кун пек чухне суд умĕн штрафа тÿлени айăплавран хăтармасть. Çÿлерех асăннă статья тĕлĕшĕпе айăплава вырăнти судья палăртать.
Капла та пулма пултарать, водителе йĕркене пăснăшăн чараççĕ те унăн тÿлемен штрафсем пурри палăрать. ГИБДД сотрудникĕ водителе полици пайне илсе çитерме тивĕç, унта вăл судченех пулĕ. Кун пек чухне водителе унăн прависемпе паллаштармалла, тытса чарнине тата илсе çитернине протокол çырса çирĕплетмелле.
– Тÿлесе татман штрафсемпе мĕн пулать-ха, вĕсем хушăнмаççĕ-и;
– Çук, хушăнмаççĕ. Йĕркене пăснă хыççăн ГИБДД подразделенийĕ водителĕн тÿлесе татман штрафсен историне уçăмлатать, çав истори пулас айăплав çине витĕм кÿрет те.
Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан водителе тăватă çул хушшинче 65 хутчен административлă йĕркепе явап тыттарнă. Хальхи вăхăт тĕлне тÿлемен штрафсен сумми 20 пин тенке çитнĕ. Кăçал кăна çав водитель тĕлĕшĕпе 2 административлă материал хатĕрленĕ, судья кашни материалпа 15-шер талăк çирĕплетнĕ.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси кашнин тивĕçĕ. Патшалăх автоинспекцийĕн анализĕ çапларах: çулталăк пуçланнăранпа республикăра 424 автоинкек пулнă, вĕсенче 509 çын шар курнă, 65-шĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
– Патшалăх автоинспекцийĕ ирттерекен "Парăмçă" мероприятин пĕлтерĕшĕ еплерех;
– Штрафсене тÿлеме васкаман çынсене тупса палăртасси яланах пулса пырать: çулсем çинче, автомашинăсене регистрациленĕ тата водитель удостоверенийĕсене панă чухне те. Кунсерен вăтамран Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексĕн 20.25 статйине пăхăнман 20 водителе тупса палăртатпăр. Арестленĕ водительсен шучĕ эрнере 25-рен 45-ке çитет.
"Парăмçă" операципе килĕшÿллĕн республикăри кашни хулапа районта ГИБДД сотрудникĕсем суд приставĕсемпе пĕрле ятарлă мероприятисем ирттернĕ. Вĕсем штрафсене тÿлесе татман çынсене тупса палăртнипе пĕрлех ăнлантару ĕçĕсем те йĕркеленĕ.
М.АРТЕМЬЕВ.