АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир ИВАНОВ: "Шкулти тÿлевсĕр вĕрентĕве саккунпа çирĕплетнĕ"

22 мая 2013 г.

 

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси çинчен нумай калаçаççĕ. Ку таранччен мĕн тума май килнĕ тата пире малашлăхра мĕн кĕтет; Çак тата ытти ыйту çине республикăн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хуравлать.

– Владимир Николаевич, пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине çĕнетмелли ĕçсене пурнăçа кĕртессипе иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта мĕнле улшăнусем пулчĕç;

– Чăваш Енре вĕрентÿ системине çĕнетессинче тĕп тĕллевсенчен пĕри учительсен ĕç укçине ÿстересси тата çамрăк специалистсене шкулсене явăçтарасси. Педагогсене тивĕçлĕ ĕç укçи туса пани – вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелли енсенчен пĕри шутланать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствине çак задачăсене кĕске вăхăтра татса пама хушнă, эпир те самаях пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 2012 çулта педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи 15655 тенке çитрĕ, 2013 çулхи январь-март уйăхĕсенче 17300 ытларах тенкĕпе танлашрĕ, регионти вăтам ĕç укçи шайне çитрĕ.

Çакна та палăртса хăварас килет, Михаил Игнатьев хушăвĕ учительсенне кăна мар, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен, музыка ĕçченĕсен, логопедсен, физкультура инструкторĕсен тата ыттисен ĕç укçине ÿстерессине те пырса тивет. Ку енĕпе кăçал та малалла ĕçлетпĕр.

– Педагогсен шалăвне ÿстернисĕр пуçне вĕрентÿ системине çĕнетмелли программăна тата мĕнле мероприятисем кĕреççĕ;

– Шкулсен пурлăхпа техника, вĕрентÿпе лаборатори базисене çĕнетессине, ачасене вĕрентме хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан хăтлă условисем туса парассине сахал мар укçа-тенкĕ хывнă. Сăмахран, эпир шкул автобусĕсен паркне пуянлатрăмăр кăна мар, вĕсене ГЛОНАСС системипе çыхăнтартăмăр, 2002-2003 çулсенче туяннă автобуссем вырăнне çĕннисене туянтăмăр, çĕнĕ компьютер оборудованийĕ пур шкула та çитрĕ, библиотекăсене те çĕнĕ учебниксемпе тивĕçтертĕмĕр.

Пĕлтĕр юлашки темиçе çул хушшинче пуçласа тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттерме 271,4 миллион тенкĕ куçарнă. Шкулсенчен чылайăшĕнче çурт тăррисене, санузелсене юсанă, чÿречене улăштарнă, аварине хирĕçле мероприятисем ирттернĕ.

Шкул ачисене апат çитерессине, сусăр ачасене дистанци мелĕпе вĕрентессине йĕркене кĕртсе пĕтермелле.

Вĕрентÿ ĕçĕнче пулса иртекен процессем паян пурте пĕр задачăпа – кадрсен, ертÿçĕсен, пурлăхпа техника потенциалĕпе усă курса вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă.

– Ку çула мĕнле тĕллевсем палăртнă;

– Кăçал, пĕлтĕрхи пекех, укçа-тенкĕн пысăк пайне – 144,200 млн тенкĕ – шкул çурчĕсенче (çурт тăррисем, санузелсем, инженери системисем тата ыт. те) капиталлă юсав ĕçĕсем тума яратпăр, учебниксем туянма – 196,960 млн тенкĕ, вĕрентÿпе лаборатори, вĕрентÿпе производство, компьютер тата спорт оборудованийĕсем, çавăн пекех шкул столовăйĕсем, шкул автобусĕсем валли оборудованисем илме уйăратпăр.

Чăваш Республикин, вырăнти бюджетсен укçи-тенкине тата ытти çĕртен килсе тăракан укçана шута илсен шкулти вĕрентĕве çĕнетме 591,7 млн тенкĕ янă.

Çак кунсенче эпир министерствăпа районсем хушшинче Килĕшÿсем тума пуçлатпăр. Паллах, кунта районсем хăйсем çине илнĕ обязательствăсене пĕлтĕр мĕнле пурнăçланине шута илетпĕр.

– Вĕрентÿ системине модернизацилесси пирĕн районта еплерех пурнăçланса пырать;

– Ку тĕллевпе палăртнă ĕçсен комплексне пурнăçлама районта 2011 çулта 3709,8 млн тенкĕ, 2012 çулта 33613,5 млн тенкĕ янă. Шкул учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 2013 çулта 4193,2 тенкĕ яма палăртнă, çав шутра вырăнти бюджетран – 1397,7 млн тенкĕ. Сирĕн районта кăçал 8 шкул çуртне тĕпрен юсамалла.

Районти 20 шкул автобусĕ 70 ялтан 1015 ачана шкула турттарать. Вĕсене пурне те ГЛОНАСС системипе тивĕçтернĕ. Кăçал Уçырма тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕсен автобусĕсене çĕннисемпе улăштармалла. Дистанциллĕ вĕрентĕве йĕркелесе пырассипе малалла ĕçлеççĕ. Кун пек майпа хальхи вăхăтра 4 ача пĕлÿ илет.

– Владимир Николаевич, çак самантпа усă курса эпĕ сиртен аслă классенчи вĕрентÿ тÿлевлĕ пуласси çинчен халăхра çÿрекен сас-хурана уçăмлатса пама ыйтасшăн. Ашшĕ-амăшĕ пăшăрханать-çке...

– "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" саккунăн 5-мĕш статйинче пур граждана та, вăл хăш халăх çынни пулнине тата ытти уйрăмлăхсене пăхмасăр пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пур шайĕ те (пуçламăш, тĕп тата вăтам, 1–4, 5–9 тата 10–11-мĕш классем) тÿлевсĕррине çирĕплетнĕ. Çавăнпа та сас-хурана итлесе хыпăнса ан ÿкĕр – аслă классенче паян та, малашне те тÿлевсĕр вĕрентмеллине саккунпа çирĕплетнĕ.

– Эсир ирĕк панипе тата çакна та ыйтса пĕлем-ха. Шкулчченхи вĕрентĕвĕн малашлăхĕ шухăшлаттарать. "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" калакан çĕнĕ саккунта ача садика çÿренĕшĕн тÿлемелли хаксене палăртман. Çакă çемье бюджетне мĕнле витĕм кÿрĕ-ши;

– Чăн та, паян ашшĕ-амăшĕ ачи садикра пулнăшăн тÿлемелли хакăн 20 процентне тÿлеççĕ. Пурăнмалли вырăна кура ку тÿлев уйăхне 500 тенкĕрен пуçласа 1200 тенкĕпе танлашать. Тĕрлĕ муниципалитетра вырăнти бюджетран уйăхне 3 пинрен пуçласа 6 пин тенкĕ таран тăкаклаççĕ. Ку суммăна педагогсене шалу тÿлесси, ачасене апатлантарни, ытти пулăшу тĕсĕсем, çав шутра коммуналлă пулăшусем те, кĕреççĕ.

2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 20 процентлă тÿлев виçи пулмасть, çав тÿлев çĕнĕ компонентсенчен йĕркеленет. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн тÿлеве шкулчченхи вĕрентÿ учрежденине тытса тăма тата педагогсене шалу тÿлеме тăкаклакан укçаран пулать. Çапла майпа, ашшĕ-амăшĕ ачана садикра апатлантарнăшăн, унта воспитательсем вĕсене пăхса тăнăшăн кăна тÿлĕç.

Кунсăр пуçне тата ача сачĕшĕн тÿлекен укçана компенсацилесси сыхланса юлать: пĕр ачашăн 20 процент, иккĕшĕн – 50 процент, виçĕ ачашăн – 70. Енчен те садикшăн тÿлемелли хак ÿсрĕ тĕк, компенсаци сумми те ÿсет.

Çемье бюджечĕ тăкакланасси, ÿсесси тата чакасси депутатсен Пухăвĕнчен килет. Ачасем шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулнăшăн памалли хака шăпах вĕсем йышăнаççĕ те.

– Владимир Николаевич, пысăк тав сире тĕплĕ калаçушăн.

Хамăр корр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика