22 мая 2013 г.
Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа нумай çул иртрĕ. Ветерансен йышĕ çулленех сайралса пырать. Кĕçех çĕр çинче Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă пĕр ветеран та юлмĕ. Анчах та вĕсем нихăçан та халăх асĕнчен тухмĕç.
Анна Порфирьевна Порфирьева салтак арăмне тата сумлă ватта Пĕршенер ялĕнче хисеплеççĕ. Вăл нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăрçă пуçланнă çул Анна 17 çулти пĕве кĕнĕ хĕр пулнă. Çамрăклăхĕ питĕ йывăр килнĕ унăн. Хăйпе тантăш ытти хĕр-упраç пекех Тăвай районĕнче окоп чавнă, Йĕпреç тăрăхĕнче вăрман каснă, сивве, выçлăх-асапа тÿссе ирттернĕ. Колхозра фермăра ĕçленĕ. 1954 çулта вăл тăрăшуллă ĕçĕшĕн Мускава ял хуçалăх выставкине кайса курма тивĕçнĕ. Ватă ашшĕпе амăшне пăхса пурăнма тивнĕрен Анна Порфирьевна 35 çула çитсен тин çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Иван Сергеевич Сергеев та ялта хисепре пулнă. Колхозра вăй хунă. Малтанхи арăмĕ пурнăçран ир уйрăлнăран 4 ачапа тăрса юлнă арçын. Аслă ачи Алевтина амăшĕ вилнĕ чухне пиллĕкре пулнă. Вĕсен иккĕшĕн пĕрлехи ача пулман пулин те Анна Порфирьевна мăшăрĕн ачисене хăй чун тĕпренчĕкĕсем пекех чĕререн юратнă. "Хăвăн ачусене, кÿршĕсене, чĕр чунсене юратмалла, вĕсемпе нихăçан та вăрçăнмалла мар", – тет ветеран.
Хĕрĕ Алина та амăшне юратнине пĕлтерет: "Пирĕн анне питĕ ырă чунлăскер, эпир ăна пурте хытă юрататпăр", – тет. Кинемей паян 6 мăнукĕн çитĕнĕвĕпе савăнать, 10 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанать.
Мария Софроновна Иванова майăн 26 мĕшĕнче 82 çул тултарать. Вăл та Пĕршенер ялĕнченех, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ, пархатарлă ĕçшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ. Уçă чунлăскер калаçма юратать. Çулĕсене кура мар правур, кил-тĕрĕшри ĕçсене хăех тăвать. Алексей ятлă ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. "Манăн кин Анна Васильевна Вăрăмпуçĕнче ача садĕнче ĕçлет. Лайăхскер вăл ман, 20 çул пĕрле пурăнатпăр пулин те эпир унпа нихăçан та урлă пулман, мана сив сăмах каласа курман", – тет Мария Софроновна. Салтак арăмĕ 5 ачана кун çути пилленĕ. Асламăш-кукамăшне 10 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ телей кÿреççĕ.
Анна Ивановна Давыдова вара июлĕн 16-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Вăл Йĕпреç тăрăхĕнче Эйпеç ялĕнче ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл та окоп чавнă, çĕр пÿртсем тунă çĕрте вăй хунă, хăй çуралса ÿснĕ таврашра вăрман каснă. 1947 çулта фронтран нумай пулмасть таврăннă Петр Якимович Даниловпа паллашнă. Çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕштерсе çемье чăмăртанă. Çав çулах Пĕршенер ялĕнче пурăнма пуçланă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Ултă ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте хăйсен çемйисемпе çуралса ÿснĕ тăрăхра кил-çурт çавăрнă. Анна Ивановнăн мăшăрĕ Петр Якимович 2004 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ветеран паян ывăлĕпе Семен Петровичпа пĕрле пурăнать.
Ольга Семеновна Михайлова çак уйăхăн 20-мĕшĕнче 92 тултарчĕ. Вăрăмпуç хĕрĕ пулнă вăл. Ăна та çÿлерех асăннă тантăшĕсем курнă асап-нушана тÿссе ирттерме пÿрнĕ. 1948 çулта Павел Михайлович фронтовикпа паллашнă. Тур çырнине тупнăскерсем пĕр çăвартан пурăнма пуçланă. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Ольга Михайловна 7 ачипе, 14 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе пуян. Кинемей кĕçĕн ывăлĕпе Николай Павловичпа пурăнать. "Аннене питĕ юрататпăр, маттурскер вăл пирĕн, килти ĕçсене те хăех тăвать. Ĕçсĕр пĕр самант та ларасшăн мар. Мунча та хутать", – тет ывăлĕ амăшĕ пуррипе хавхаланса.
Пурнăçри йывăрлăхсене тÿссе ирттернĕ ватăсем паян та çирĕп. Вĕсем нăйкăшмаççĕ. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле çитĕнекен ăрăвăн.
Е.ДУБОВА.