17 мая 2013 г.
Район администрацийĕн граждан тăрăмĕсен акчĕсене çыракан пайĕ те çемье уявне паллă турĕ. Вăл Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан Александрпа Светлана Ивановсене хĕр çуралнă ятпа саламланипе пуçланчĕ. Тĕпренчĕкне çамрăк мăшăр авалтан пыракан илемлĕ ят панă. "Варвара çирĕп сывлăхлă, ăслă пулса ÿстĕр", – терĕç залра ларакансем. Ашшĕпе амăшĕ тин çуралнă ачасене шута илмелли кĕнекере хăйсен ячĕ-шывне алă пусса çирĕплетрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, гражданла тăрăмсен акчĕсене çыракан пай пуçлăхĕ И.Сергеева, хула тата район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева 2 çемьене патшалăхăн амăш капиталĕн сертификатне пачĕç, 10 сертификат – республикăнне.
Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсен çемйисен конкурсне ирттерчĕç. Нумай пĕлекенсен тата хуçалăх конкурсĕсенче Юлия Егоровăпа хĕрĕ Катя мала тухрĕç. Музыка тупăшăвĕнче Ирина Еремеевăна тата унăн ывăлне Павлика çитекенни пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсене чечек çыххисем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.
Янкăлч шкулĕн 6-мĕш тата 7-мĕш класс ачисем те тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Сăмахран пĕве кура пĕр рете тăрасси, ваттисем çемье çинчен каланă каларăшсем тупасси, "Катюша" юрра юрласси тата ытти те. Кадетсен вальсĕ пурне те килĕшрĕ. Е.Егоровăпа Л.Русскова Ирина Грибулина çырнă "Не грусти" юрра чуна хускатмалла юрларĕç. Уçырма хĕрĕ, Канашри финанспа экономика колледжĕн студенчĕ О.Николаева та хăнасене хитре кăна юрă парнелерĕ.
Уяв программине ертсе пынă икĕ Ирина, Сергеевăпа Морозова, çемьесене чысланă çĕре хутшăннăшăн тав турĕç, ырлăх-пурлăх, телей те ăнăçу сунчĕç.
В.АЧЧА