АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене хисеплесе асра тытмалла

17 мая 2013 г.

 

 

Çирĕм тăхăр çул каялла çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă Канаш каччине, сывлăш-çар десантникне Владимир Михайлова хула масарне пытарнă çĕре сăртлă-туллă çĕршывра çар тивĕçне пурнăçланисем те хутшăннă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ вĕсем, Владимира юлашки çула ăсатнă кун, пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă воин-интернационалистсене кашни çулах асăнма тупа тунă, сквер никĕсне хывса хурăнсем лартса хăварнă.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пĕр кун маларах Афганецсен скверĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа тата Афганистанра, Чечняра вилнĕ ентешсене асăнса митинга пухăнчĕç. Унта фронтовиксем, воин-афганецсем, тыл ĕçченĕсем, пуçĕсене хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕ, 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн кадечĕсем хутшăнчĕç.

Митинг Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен союзĕ" обществăлла организацин Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕн Г.Николаевăн сăмахĕпе уçăлчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕсен тата мăшăрĕсен хурлăхлă шăпи çинче чарăнса тăчĕ, воин-интернационалистсен ролĕ çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ "Чăн-чăн арçын, патриот пулнишĕн тайма пуç сире, эсир Тăван çĕршыва сутман, тăван хулана та, çемйĕрсене те сутмăр", – терĕ Людмила Петровна.

Митингра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн пуçлăхĕ В.Анисимов, хула депутачĕсем Л.Николаева, Л.Михуткина, В.Жураев тата ыттисем сăмах каларĕç.

Обществăлла тата çарпа патриотизм ĕçĕсенче активлă пулнисен пысăк ушкăнне "Интернационалла тивĕçе Демократиллĕ Афганистан Республикинче пурнăçланăшăн", "Афганистан вăрçин ветеранĕ", "Сывлăш десант çарĕнче службăра тăнăшăн", "Ветерансен юхăмне пулăшу кÿнĕшĕн", "Чикĕ çарĕсене 95 çул", "Кавказри çапăçусене хутшăннăшăн", "Шалти çарсене 200 çул" тата "Ветеран-интернационалист" асăнмалăх медальсемпе наградăларĕç.

Çар заданине пурнăçланă чухне вилнĕ ентешсен амăшĕсене чечексем тата парнесем пачĕç. Палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Кадетсем патриотла юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Пурте пĕрле палăк умĕнче сăн ÿкерĕнчĕç.

Мухтав мемориалĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă вагон юсакансене асăнса лартнă палăк, Канашри госпитальсенче вилнĕ салтаксен тăванла масарĕ пекех Афганецсен скверĕ те хула çыннисемпе хăнисемшĕн сăваплă вырăн пулса тăчĕ.

 

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика