17 мая 2013 г.
Ирхине 9 сехетре Энтриялĕн тĕп лапамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата воин-интернационалистсене асăнса ларт-нă палăк умне çамрăк армеецсем хисеплĕ хурала тăчĕç. Çарпа патриотизм юррисем таврана саланчĕç. Сехет йĕпписем 11 кăтартсан савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Ăна Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Михайлов уçрĕ.
Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти вăтам шкул директорĕ А.Гурьев Çĕнтерÿ мĕн хака ларни, Энтрияль çыннисен фронтри тата тылри паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов ветерансене чăтăмлăхпа паттăрлăхшăн, килес ăрусем телейлĕ пурăнччăр тесе экономикăна кĕске вăхăтра ура çине тăратнă çĕре хутшăннăшăн тав турĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. В.Павлов воин-интернационалист тата çар комиссариачĕн представителĕ А.Наймушин Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннă А.Лазарева, А.Александрова, А.Григорьева, О.Григорьева, А.Николаева, С.Афанасьева, А.Соколова, П.Семенова тата В.Константинова асăну медалĕсемпе наградăларĕç.
Шкул ачисен ушкăнĕ трибуна умĕнчи вăрăм тенкел çинче ларакан хисеплĕ ватăсене чечексем пачĕ. Митинга пынисем хаяр та хăрушă вăрçăран таврăнайманнисене, Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пурнăçне панисене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хучĕç, вĕсен ячĕсене асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç. Савăнăçлă пая шкулта вĕренекенсем литература композицийĕпе тăсрĕç. Стройра тăракан ачасенчен хăшĕ-пĕри вăрçа хутшăннă ватă аслашшĕсемпе кукашшĕсен пысăклатнă портречĕсене тытса тăрать.
Ветерансен умĕпе строй юррисем юрласа кашни класс иртрĕ. Смотрта палăрнисене дипломсем парса хавхалантарчĕç. Çăмăл атлетсем кросс чупса ăмăртрĕç.
Энтриялĕнчи культура учрежденийĕ çумĕнчи илемлĕх пултарулăхĕн коллективĕ А.Никоноров ертсе пынипе "Куççульлĕ савăнăç" темăпа литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕ.
Хыçалкасри, Çĕнĕ Пинер тата Матькасси ялĕнчи палăксем умĕнче те чĕрĕ чечексем вăрçăра вилнисене асра тытма хушса куçа йăмăхтарса выртрĕç.
В.АЧЧА.