17 мая 2013 г.
Уçырмари культура çуртĕнче ырă та çутă уяв иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе кунта "Çулталăкри чи лайăх çемье" конкурс иртрĕ. Сцена çинче мĕн пулса иртнине тÿресем сăнаса тăчĕç: вĕсем – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Л.Васильева, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн хормейстрĕ В.Стеклов.
Конкурс программине культура ĕçченĕсем В.Борисовăпа Л.Никифорова "Уяв" юрăпа уçрĕç, вĕсемех ертсе пычĕç. Чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров сăмах илчĕ.
– Районта ача амăшĕсене тата ачалăха хÿтелессипе çыхăннă ĕçсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ. Иртнĕ çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесем тĕпренчĕкĕ 3 çул тултариччен уйăхсерен паракан тÿлеве илсе тăраççĕ. Çемьен хаклă енĕсене çирĕплетме пулăшасси – политикăн тĕп çул-йĕркисенчен пĕри. Çемье çынна шăпа парнелекен чи пысăк пуянлăх пулса тăрать. Ăна куç шăрçи пек упрăр. Хăвăр хушăри хутшăнусене сыхлăр, пĕр-пĕрне юратăр, ăнланма, харкашуран пăрăнма тăрăшăр, – терĕ Анатолий Николаевич.
Конкурса Уçырмари Ивановсем – Валерипе Татьяна тата вĕсен ачисем Наташăпа Тимоша хутшăнчĕç. Сител ялĕнчен Валерипе Людмила Яковлевсем килнĕ, вĕсемпе пĕрле – ывăлĕсем Кольăпа Миша тата çулталăкран иртнĕ Ксения хĕрĕ. Çак çемьесем залри халăха, тÿресене хăйсемпе, ăру-йăх йĕркипе, пултарулăхĕпе, мĕнпе интересленнипе, апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăхĕпе паллаштарчĕç, тÿресене çыхса тунă пуканесем парнелерĕç, тутлă кукăльпе сăйларĕç. Конкурс заданийĕсене пурнăçланă чухне çемьесем видеороликсемпе усă курчĕç.
Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çуртĕнче ĕçлекен В.Стеклов, В.Борисовăпа Л.Никифорова, Шăхасанти культура учрежденийĕн илемлĕх ертÿçи В.Дмитриев конкурса илемлĕ юрă-кĕвĕпе илемлетрĕç.
Заданисене тивĕçлĕ хак парса тÿресем Яковлевсен çемйи çĕнтерчĕ тесе йышăнчĕç. Вĕсем район чысне республикăн "2013 çулхи çемье" конкурсĕнче хÿтĕлĕç. Яковлевсемпе Ивановсене грамотăсем, тав çырăвĕсем тата хаклă парнесем пачĕç.
В.АЧЧА.