15 мая 2013 г.
Çĕнĕ Мами ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк майĕпен ванса пыма тытăннă, сăнсăрланнă, тĕксĕмленнĕ. Ишĕлме пуçланă вырăна юсанă çĕре тепĕр енчи кирпĕчсем тĕпреннĕ, штукатурка вырăнăн-вырăнăн хăйпăнса ÿкнĕ – ытла та тискеррĕн курăнса ларнă вăл. "Чăваш Енĕн энергосбыт компанийĕ" акционерсен уçă пĕр-лĕхĕн Канашри филиалне нумай çул ертсе пынă, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Пайкилт ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыма пуçланă М.Иванов пуçарнипе çĕнĕ палăк тăвас ĕçе йĕркелесе янă. Ырă пуçарăва ял халăхĕ хапăлласа йышăннă. Хăйсен ирĕкĕпе панă укçа сумми 29200 тенке çитнĕ, ку аслă ăру умĕнче пуç тайнипе пĕрех пулнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров сисĕмлĕ пулăшу кÿнĕ. Пайкилтри çĕвĕ цехĕн директорĕ В.Булавин, вырăнти депутатсем, активистсем ырă ĕçе активлă хутшăннă. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С.Ильин вагонсем юсакан заводра ĕçлет, вăл тăрăшнипе тимĕртен шăратса палăк тунă, ун тавра тытма тимĕр карта хатĕрленĕ.
Палăка вырнаçтарнă, ун таврашне тирпей-илем кĕртме, плитасенчен тротуар сарма, хăйăр сапма, чечек лартма йĕркеленĕ субботниксене ял çыннисем, шкул ачисем хутшăннă. Вĕсен ĕçĕ çине пăхма кăмăллă. Хăрушă вăрçăран таврăнайман 61 салтакăн тăванĕсем çак илеме пăхсан чĕрисем савăнăçпа тулаççĕ, чылайăшĕн куç айĕсем йĕпенеççĕ. Тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннисем, вĕсем вара 61-ĕн, ентешĕсемпе юнашар халĕ тăраймаççĕ. Вĕсем тăванĕсенчен, çывăх çыннисенчен яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Инçех мар чĕвĕлтетекен кайăксен сассисем алла пăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕленисен чунĕсен сасси евĕр туйăнчĕ. Кăкăрĕсем çумне чечек çыххисем чăмăртанă ачасем вĕсен ĕçĕсене малалла тăсĕç. Часах вĕсен аллинчи нарциссем, тюльпансем пулас ăрушăн пурнăçне шеллемен ентешĕсене асăнса лартнă палăк умне выртĕç.
Фашистла Германи сĕмсĕррĕн пуçланă хаяр та аркатуллă вăрçăра çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине халалланă митинга Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Григорьев уçрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова сăмах пачĕ.
– Вăрçăра пуç хунисене, унтан таврăнсан пурнăçран уйрăлса кайнисене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене халĕ пурăнакансен те, малашнехисен те хисеплесе асра тытмалла. Районта 104 ял. 30-ĕшĕнче палăк та, асăну хăми те çук. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле кашни ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене хисеплесе пуç таймалли сăваплă вырăн пулĕ. Ватти-вĕтти палăк е асăну плити умне пухăнса паттăрсене хамăра çутă малашлăх парнелессишĕн юн тăкнăшăн сума сумалла пултăр. Тăван çĕр-шывшăн пурнăçне панисен ячĕсем яланах пирĕн чĕресенче упранччăр.
Хаклă ветерансем, çĕре çити пуç таятпăр сире, çапăçусенчи тылри паттăрлăхшăн, тăнăç пурнăçра ырми-канми ĕçле-нĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Сире сывлăх та ырлăх, телей, канлĕ ватлăх сунатпăр. Палăк уçăлнă ятпа манăн салама йышăнсамăр, – терĕ Владислав Васильевич.
Райадминистраци пуçлăхĕ çур аки мĕнле пынипе, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех митингра Пайкилт вăтам шкулĕнче историне вĕрентекен Н.Иванов, ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ М.Иванов, "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов, район депутачĕ С.Ильин, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Мурзин, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн представителĕ А.Наймушин, районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, истори наукисен докторĕ Т.Сергеев сăмах каларĕç. Çĕнĕ Мами ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Г.Димитриев ял историйĕнче çутă йĕр хăварнă, фронтра пуçĕсене хунă ентешĕсене аса илчĕ. Вĕсем – колхоз председателĕсем, бригадирĕсем, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем. Çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисен ят-шывне паян уçнă палăк çине çырса хунă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра, Чечняра пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи чуна тивекен юрăсем, совет халăхĕн паттăрлăхне сăнлакан сăвăсем янăрарĕç. Уяв программине А.Иванова библиотекарьпе Пайкилтри культура ĕçĕсене йĕркелесе тăракан А.Жилина ертсе пычĕç.
Юлашкинчен çак шухăша палăртса хăварас кăмăлăм пур: палăксем çинче тăшмана çĕнтерсе таврăннисен ячĕ-шывне хушса çырнине те курас килет. Вĕсен ячĕсем те халăх куçĕ умĕнче пулччăр. Хальлĕхе çавăн пек списока нихăш ялта та курма тÿр килмерĕ-ха.
В.АЧЧА.