15 мая 2013 г.
Совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 68 çул çитрĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕленисем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Хаяр çапăçусен хирне пирĕн районтан 12971 çынна ăсатнă, вĕсенчен 6405-шĕ тăван тăрăхран аякра яланлăхах куçĕсене хупнă. Сывă таврăннисен те йышĕ çулсерен чакса пырать. Аслă Çĕнтерÿ кунне вăрçа хутшăннисем 49-ăн, тыл ĕçченĕсем 1048-ăн кĕтсе илчĕç.
Хисеплĕ ватăсен, вăрçă нушине тÿссе ирттернисен ушкăнĕ Канашри "Трапеза" кафене пухăнчĕ. Хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тата культура ĕçченĕсем вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем, тылра Çĕнтерĕве туптанисем валли чылайлăха асра юлакан уяв хатĕрленĕ.
Ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕ. "Çак уяв халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăх тата Тăван çĕршыва чунтан юратнине сăнарлакан сăваплă паллă пулса тăрать. Çĕнтерĕве çывăхлатас ĕçе пĕтĕм халăхпа пĕрле Канаш çĕрĕн çыннисем те вăйĕ çитнĕ таран тÿпе хывнă, вĕсенчен нумайăшĕ ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăха сыхласа хăварассишĕн этемлĕхĕн чи хаклă пуянлăхне – пурнăçне – панă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн пурсăра та çĕре çити тайма пуç. Эсир – тăван халăхăмăрăн нихçан сÿнми хăвачĕ. Сире вăрăм ĕмĕр, çирĕп вăй-хал, ырă пурнăç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, канлĕ ватлăх сунатăп, ачăрсенчен, мăнукăрсенчен ыррине çеç курмалла пултăр. Фронт, тыл паттăрĕсен ячĕсем пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç, çирĕплĕхĕ тата чун хăвачĕ яланах асра пулĕç, çамрăк ăрăвăн кăмăл-сипетне вăй парса тăрĕç", – терĕ Владислав Васильевич.
Çавăн пекех вăл районта çурхи уй-хир ĕçĕсем, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, малашне тумаллисем çинче чарăнса тăчĕ.
Района ертсе пыракансем, социаллă службăсем, çамрăксен тĕрлĕ организацийĕ аслă ăрури çынсемшĕн яланах тăрăшаççĕ, тимлĕх уйăраççĕ. Çакă Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин О.Петрован, хула тата район халăхне социаллă пулăшу паракан пайĕн пуçлăхĕн Н.Маркелован, районти ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕн М.Данилован сăмахĕсенче те уççăн палăрчĕ.
Вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăта Сухайкассинчи педагогика ветеранĕ, салтак арăмĕ Зоя Цветкова, нумай çул шкулта ĕçленĕ, Малтикасра пурăнакан Анатолий Орлов, Энтрияльти А.Васильев, Йĕрĕхçырминчи Василиса Иванова, Уçырмари Анна Чулахова аса илчĕç. Вĕсем вăрман каснă, окоп чавнă, тырă вырнă, авăн çапнă, тырă пуссисене, пахча çимĕç анисене çум курăкран тасатнă, фронтри салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă тата ытти ĕçсене тунă.
Мана темиçе фронтовикпа паллашма тÿр килчĕ. Петр Спиридонов - Ямăрса çынни. Вăл Япони милитарисчĕсемпе çапăçнă çĕре хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва чукун çул çинче ĕçлесе тухнă.
Николай Никитин Юмансартан. Салтак ячĕ 1943 çулта тухнă. Чулхула облаçĕнче кĕçĕн командирсен шкулĕнче ултă уйăх вĕреннĕ. Çапăçусенчен пĕринче Никитин кĕçĕн сержант аманнă. Сывалсан йывăр артиллери батарейинче службăра тăнă. Ăна тупă командирне лартнă. Çĕнтерĕве Кенигсбергра кĕтсе илнĕ. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Николай Никитич 88 çул тултарчĕ. Саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Мария Александрова вăрçăн малтанхи çулĕнче тракториста вĕреннĕ, колхоз çĕрĕсене сухаланă. 1943 çулта салтака илнĕ, вăл санинструктор пулнă. Миçе салтакпа офицерăн пурнăçне çăлман-ши Шăхасан хĕрĕ. Аманнă, контузи илнĕ. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннă. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă.
Ĕмĕрне Çĕнĕ Шелттемре ирттерекен Василий Ефремов уява Алена кинĕпе тата Василек мăнукĕпе килнĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне 1944 çулта тăнă. Радист-стрелоксен курсне пĕтернĕ. Çар службине авиацире ирттернĕ. Вăрçă вĕçленсен Ефремов старшина Германире çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Василий Порфирьевич ял Совет председателĕнче ĕçленĕ, колхозра бригадирта тăрăшнă.
Вăрçăран таврăнайманнисене, мирлĕ пурнăçран уйрăлса кайнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль вăрçă çулĕсенче çуралнă юрăсене юрларĕ.
В.АЧЧА.