15 мая 2013 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе Ĕç уявĕн кунĕнче, "Канаш ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине йĕркелетпĕр. Кăçалхипе вăл 55-мĕш (!) хут иртрĕ. Ăмăртусене Аслă Çĕнтерÿ 68 çул тултарнине халалласа тата А.И.Владимирова асăнса ирттертĕмĕр.
Çанталăкĕ лайăх тăнăран та-и, кăçал эстафетăра хăйсен вăйне тата хăвăртлăхне тĕрĕслесе пăхас текенсем хуларан та, районтан та йышлă пулчĕç.
Канаш хулин тĕп площадьне уяв кунĕнче 400 ытла спортсмена пĕрлештернĕ 50 команда хутшăнчĕ. Юлташĕсемпе тантăшĕсене кăшкăрса вăй парса тăракансем те йышлăн пулчĕç. Сехет çура яхăн тĕп лапамра шав лăпланмарĕ.
Эстафетăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Людмила Иванова, "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕн çумĕ Михаил Бурлаков, хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Искандер Мингалеев, "Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсен тĕп редакторĕ Ирина Андреева хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех юратнă хаçатсен парнисемшĕн ирттерекен эстафета çур ĕмĕр ытла спорта юратакансене тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене пĕрлештерсе тăни çинчен каларĕç.
Ăмăртусен тĕп судйи Константин Миронов çăмăл атлетсене чупу йĕркипе паллаштарнă хыççăн командăсем хушшинче хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ.
Малтанах старта ветерансем тухрĕç. Ку ушкăнра арçын ветерансем хушшинче Энтрияль ял тăрăхĕн команди финиша пуринчен те малтан çитрĕ. Кăнтăр электричество сечĕсен тата хула электричество сечĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăм ветерансем хушшинче вăтапуçсем хăвăртрах пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене налук службин тата хулари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн атлечĕсем пайларĕç.
Ун хыççăн производство коллективĕсен представителĕсем старт илчĕç. Кунта вара арçынсем хушшинче Вăтапуç ялĕн команди пысăк хăвăртлăх кăтартрĕ. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш пусмисене хулари спор шкулĕн тата хулари электричество сечĕсен спортсменĕсем йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕн спортсменкисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш кăтарту хулари 5-мĕш вăтам шкулĕн, виççĕмĕш – хулари спорт шкулĕн.
Хулапа район шкулĕсенче вĕренекен ачасем хушшинче ăмăртусем уйрăмах хĕрÿ иртрĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем тантăшĕсене кăшкăрса хавхалантарса тăчĕç. 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче кăçал Канашри 7-мĕш вăтам шкул ачисем маттуртарах пулчĕç. Канашри 6-мĕш тата Чакаçри вăтам шкулсен çамрăк спортсменĕсем те призерсем пулчĕç. 8-9-мĕш классен ушкăнĕнче хулари 6-мĕш шкул çăмăл атлечĕсем хăвăртлăхпа палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Чакаç вăтам шкулĕн, виççĕмĕшĕнче – Хучел тĕп шкулĕн командисем. 10-11-мĕшсем хушшинче Чакаç вăтам шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Хулари 6-мĕш тата 5-мĕш вăтам шкулсен чупуçисем кĕмĕл тата бронза медальсене тивĕçрĕç. Чакаç ачисем пирĕн хаçатăн парнисемшĕн ирттерекен эстафетăна кашни çулах хастар хутшăнни пире савăнтарать, çавăнпа вĕсен çитĕнĕвне те палăртма кăмăллă. Кунта Энтрияль, Хучел, Вăтапуç, Аслă Мами, Атнаш, Шуркасси шкулĕсене те палăртса хăвармалла. Уяв кунĕ пулнине пăхса тăмасăрах çулленех эстафета чупăвне хутшăнаççĕ.
Хулари вăтам тата ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсен ушкăнĕнче Канашри педагогика колледжĕн спортсменĕсем хăйсенчен никама та ирттерсе ямарĕç. Канашри 2-мĕш професси училищипе финанспа экономика колледжĕ вĕсене кăшт кăна выляса ярса призерсем пулса тăчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломпа, медальпе, хаклă парнепе хавхалантартăмăр.
"Канаш ен" хаçат парнисемшĕн йĕркеленĕ эстафета ăмăртăвĕсене ирттерме пулăшнăшăн редакци хулари ачасемпе çамрăксен 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Константин Миронов ертсе пынă судьясен коллегине чунтанах тав тăвать.
"Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсене вулакансен йышĕ те спорта юратакансем пекех йышлă пултăрччĕ.
И.АНДРЕЕВА.