АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ

08 мая 2013 г.

 

Мария Яковлевна Авдеева 1922 çулта Кайăкьял ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Энтри – пиллĕкри шăллĕ, Марьерен пĕр çул кĕçĕнрех, пĕчĕклех суккăрланнă (ваттисем ăна тухатнă тенĕ). "Атте асатте килĕнчен уйрăлса тухнă та пĕр çултанах çĕре кĕнĕ. Эпĕ ун чухне тăхăр çулта пулнă. Уйрăлса тухнă хыççăн, виçĕ çул иртсен, çунса кайрăмăр. Пирĕн ратне пысăк пулнă. Асаттене Сергей Абрамов тесе чĕннĕ. Пÿрт тĕппипех çунса кайнă хыççăн пирĕн çемье Тимуç пиччесен çуртне пурăнма куçнă, хăйсем таçта куçса кайнă пулнă".

Мария Яковлевна тăватă класс таранччен Çатăрка-Çырми ялĕнче вĕреннĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ: пир тĕртнĕ, хутăрланă, çум çумланă, тырă вырнă, утă çулнă, кÿршĕсемпе ватă çынсене те пулăшма ÿркенмен. "Пирĕн ратне кирпĕч çапнă. Эпир, пĕчĕкреххисем, тăмне çăраканнисем, унта çара уран ашаттăмăр. Кирпĕче пирĕн лупас айĕнче çапнă, унтах типĕтнĕ, хĕртсе çирĕплетме урăх вырăна куçарнă", – каласа парать М.Авдеева.

17 çул тултарсан Мария Яковлевна Канашри педагогика училищинче ĕçленĕ. "1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçлансан, училищĕре вĕренекен ачасене фронта илсе кайрĕç. Эпир Канашри "Авангард" хуçалăха куçрăмăр. Мами вăрманĕнче 20 хĕр виçĕ уйăх уйăрса панă делянкăна касрăмăр. Пире, темиçе хĕре, йывăç турттарма вăкăр пачĕç, ыттисене – лаша. Эх-х асапланаттăмăр, вăкрисем утмастчĕç, ларса йĕни те пулнă. Çырмасем урлă каçнă чухне лавсем тÿнсе каятчĕç. Каштасемпе тĕксе, вĕренсемпе туртса тăрататтăмăр. Унтан татах пĕчĕккĕн малалла каяттăмăр. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Çулла "Авангард" хуçалăх районти колхозсенче çĕр тытса акса тăнă, çав уйсенче 500 ытла çын ĕçлетчĕ. Комсомольски çĕрĕсем çинче, Шелттем енче çул тунă çĕрте те пайтах вăй хунă. Кайран апат пĕçернĕ çĕрте чылай ĕçлерĕм. Вăл вăхăтра ăçта каланă – çавăнта ĕçленĕ. Вăрçă вăхăчĕ, йывăр пулнă, ĕçсĕр пĕр кун та ларман, каçхине алă ĕçĕ тунă. Фронта валли çăмран алса-нуски çыхнă. Салтаксем валли махорка хутаççи хитрелетсе çыхаттăмăр".

Вăрçă хыççăн 1947 çулта Мария Яковлевна Кивĕ Шелттем каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. "Мана пулас мăшăрпа Ваççапа Кивĕ Шелттем хĕрĕсем паллаштарнăччĕ. Пирĕн яла вĕсем кайран качча пычĕç", – аса илÿ çăмхине малалла сÿтет кинемей. "Мăшăрпа çичĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр, пурте хамăр республикăра тĕпленчĕç. Килсех çÿреççĕ. 12 мăнукпа тата 14 кĕçĕн мăнукпа чунтан савăнатăп. Вĕсем мана малалла пурăнма хавхалантарса тăраççĕ".

Паянхи куна Мария Яковлевна хăйне питĕ аван туять, чăх-чĕп усрать. Ăна час-часах картишĕнче тата урамра курма пулать. Вăл – салтак мăшăрĕ. Ăна "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе тата ытти наградăсемпе чысланă.

Мăшăрĕ, Василий Авдеев, вăрçă пуçлансан темиçе кунтанах фронта тухса кайнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, пĕр вăхăт разведчик та пулнă, юлташĕсемпе сахал мар "чĕлхе" тытса килме пултарнă вĕсем. Василий Ивановича Аслă вăрçăн II степеньлĕ орденне тата ытти медаль парса чысланă.

Мария Яковлевна 91 çула кайнă. Унăн пурнăçĕпе паллашма пынă хăнасене (Çĕнĕ Шелттем ял библиотекарĕ Т.Иванова, Кивĕ Шелттем ялĕн депутачĕ Т.Зайцева, Кивĕ Шелттемри фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ З.Семенова) калаçса ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Хисеплĕ ветерана вĕсем çывхарса килекен Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламларĕç, уява йыхравларĕç.

"Вăрçă ан пултăрччĕ, эпир курнă нушана никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, телейлĕ пурăнăр", – тесе ăсатрĕ Мария Яковлевна. Çапла пултăрччĕ.

Т.ИВАНОВА,

библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика