08 мая 2013 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх уйăхăн пĕрремĕш тунти кунĕнче район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Хальхинче унта шкулсен тата культура учрежденийĕсен директорĕсем те хутшăнчĕç. Яланхи пекех ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Кун йĕркинче – ултă ыйту.
Уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе кĕскен райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров паллаштарчĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 10571 гектар акса хăвармалла, çĕр улми 685, пахча çимĕç 14,5 гектар лартмалла, пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене 3065 гектара çитермелле, кукуруза 250 гектар йышăнĕ. Вăрлăх çителĕк-лĕ. 134 тонна элитлă вăрлăх туяннă.
Çу уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне "Восход", "Нектар", "Хучель", "АСК" Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕнче тата хресченсен (фермерсен) 11 хуçалăхĕнче çурхи тырăсене акса пĕтернĕ. А.Павлов, Ю.Захаров тата Ю.Якимов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çĕр улми лартма тытăннă. "Ямашевское", "Пинер", "Маяк" тата "Родник" пĕрлĕхсен хирĕсенче техника шавĕ илтĕнмест-ха.
Кĕрхи культурăсем 3522 гектар акса хăварнă. Раштав уйăхĕ сивĕ пулчĕ, юр çукпа пĕрехчĕ. Çак сăлтавсене пула, малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, 819 гектар пĕтнĕ. Халĕ çав лаптăксенче çурхи тырăсем акса ÿстермелле. Кăçал пушă выртакан 3181 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова районта "Ыр кăмăллăх эрни" мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ. Ветерансене, пĕччен пурăнакан ватăсене хуçалăх ĕçĕсене тума, кил-çурта тирпей-илем кÿме пулăшнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем "Кĕнеке ĕмĕрне вăрăмлат" операцие хутшăнса библиотекăсенчи кĕнекесене юсаса йĕркене кĕртнĕ. Ачасем палăксемпе обелисксен таврашĕнчи çÿп-çапа тасатнă.
Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ырлăх-сывлăхне хÿтĕлес сферăна тĕрĕслесе тăракан управленин Чăваш Республикипе ĕçлекен территори уйрăмĕн ертÿçи В.Егоров шывпа тивĕçтермелли çинчен калакан федераллă саккуна пирĕн районта пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăнă. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умне конкретлă задачăсем тăратнă тата вĕсене татса памалли сроксене палăртнă.
Ялсенчи культура учрежденийĕсенче канмалли кунсенче тата уявсенче çĕрлехи дежурствăсем йĕркелесси çинчен пуçланă калаçăвăн вĕçĕ халĕ те курăнмасть-ха. Çак "якалса кайнă" темăпа культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева сăмах илчĕ. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев унăн сăмахĕсене малалла тăсрĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене дежурствăсем йĕркелес енĕпе вĕренÿ тата культура учрежденийĕсен директорĕсемпе çыхăнса активлăрах ĕçлеме, массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне ирĕклĕ халăх дружинисен членĕсене явăçтарма сĕнчĕç.
Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн секторĕн заведующийĕ С.Николаев ялсенчи урамсене çутатса тăнине шута илекен приборсене вырнаçтарас ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Хальлĕхе çак ĕç чылай çĕрте кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Федоров ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе йĕркеленĕ ик уйăхлăх мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Пăхса тухнă ыйтусем тăрăх ĕçлессине вăйлатма хушрĕ.
В.АЧЧА.