АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа

08 мая 2013 г.

 

Чăваш халăхăн мухтавлă ывăлĕ, Аслă вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тата "Хыпар" хаçат никĕслевçи Н.И.Никольский çуралнăранпа135 çул çитнĕ ятпа çăмăл атлетсен чупăвне ирттернĕ. Чупакансен ушкăнĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнчен тухнă. Маларах И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче митинг ирттернĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсем культура çуртĕнче концерт лартса панă.

Чупу Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски витĕр тухнă. Кашни чарăнурах спортсменсем улшăннă. Пирĕн районпа чикĕленнĕ вырăнта хăнасене Шелттем шкулĕнче вĕренекенсем кĕтсе илнĕ. Сиккассинчи культура çуртĕнче чупăва хутшăннисем вырăнти халăхпа тĕл пулнă. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев, тĕнче чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ А.Иванова, спорт комментаторĕ П.Сидоров, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи В.Ильин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге сăмах каланă. Эстафетăна малалла Сиккасси, Карăклă, Уçырма шкулĕсен спортсменĕсем тăснă. Шăхасанта Çеçпĕл Мишшин музейĕпе, "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕпе, ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьпе паллашнă.

Чупу Н.Никольский çуралнă ялта, Муркаш районĕнчи Купăрляра, вĕçленнĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика