АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçĕ – çынсене сиплесси

01 мая 2013 г.

Фирс Григорьевич Григорьев ячĕллĕ районти тĕп больницăн инфекци уйрăмне 1991 çултанпа Анатолий Владимирович Игнатьев ертсе пырать. Вăл 1963 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар районне кĕрекен Тупах ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах маттурлăхĕпе палăрнă.

Ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан çамрăк йĕкĕт пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас тĕллевпе Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унта 1978-1982 çулсенче пĕлĕвне малалла аталантарнă. Салтака кайма ят тухсан икĕ çул хĕсметре тăнă (1982-1984 çç). Тухтăр пулас ĕмĕчĕ çултан çул ÿссех пынă. 1984 çулта вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿре тарăн пĕлÿл-лĕ, тăрăшуллă студентсен йышĕнче пулнă, тĕрлĕ наукăпа тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ çĕре хастар хутшăннă, обществăлла ĕçрен те пăрăнман.

А.Игнатьев 1990 çулта университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, "сиплев ĕçĕ" (лечебное дело) специальнăçа алла илнĕ. Унтан тепĕр çул хушши интернатурăра инфекци чирĕсем çинчен вĕреннĕ. Каярах Шăхасанти больницăна ĕçе вырнаçнă.

Анатолий Владимирович уçă кăмăллă, сăпайлă тата яваплă çын. Вăл кашнинпе ăшшăн калаçать, сывлăха тĕплĕн тĕрĕслесе тĕрĕс диагноз лартать, сипленме тĕрлĕ паха сĕнÿ парать, хăйĕн ĕçне чунтан юратса, тăрăшса пурнăçласа пырать. Мĕн чухлĕ тăрăшулăх, вăй-хăват тата ăс-тăн унра. Ахальтен мар эпир врача асамçă вырăнне хурса унран пулăшу кĕтетпĕр, вăл сыватасса шанатпăр.

Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ, унта савăнăç-ырлăхĕ валли те, нуши-асапĕ валли те вырăнĕ çителĕклĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене сирсе яма пирĕн хисеплĕ Анатолий Владимировича пысăк чăтăмлăх тата туслă çемйи пулăшса пыраççĕ. Унăн мăшăрĕ, Елена Николаевна, Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкулта биологи предметне вĕрентет. Вĕсен çемйинче – ывăлпа хĕр. Ывăлĕ, Володя, ашшĕ çулĕпех кайнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче ăс пухать. Хĕрĕ, Оля, 10-мĕш класра вĕренет.

Инфекци уйрăмĕ паянхи кун Канаш тата Тăвай районĕсен чирлĕ çыннисене йышăнать. Врачăн пушă вăхăт çук тесен те йăнăш пулмĕ. Канмалли кунсенче, пушă вăхăт тупăнсанах, çăмăл машина çине çемйине лартать те çуралса ÿснĕ тăван ялне вĕçтерет. 81 çулти амăшне, Татьяна Петровнăна (çуллахи вăхăтра вĕсенчен уйрăм ялта пурăнать) курма, пулăшма, ăшă сăмахпа йăпатма васкать. Унăн ашшĕ, Владимир Игнатьевич, вăрçă ветеранĕ ялти шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Шел пулин те, 2003 çулта çĕре кĕнĕ.

Анатолий Владимирович ертсе пынипе инфекци уйрăмĕнче туслă та тăрăшуллă коллектив чăмăртаннă. Аслă медицина сестри Эвелина Николаевна Егорова 1984 çултанпа, процедура сестри Ирина Владимировна Иванова 1991 çултанпа ĕçлеççĕ. Çак çулсем хушшинче вĕсем миçе çынна сиплемен-ши, сывлăха вăхăтра çирĕплетме кама кăна пулăшман-ши;

Анатолий Владимировича инфекци уйрăмĕнчи йывăрлăхсене татса пама больницăн тĕп врачĕ Рената Николаевна Федорова яланах пулăшса пырать.

Юбиляра пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çак пархатарлă ĕçре ĕçлеме пысăк чун-хавалĕ, вăй-хăват сунатпăр.

Инфекци уйрăмĕнче сипленнисен ячĕпе А.ЛЕОНТЬЕВ.

Катек ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика