01 мая 2013 г.
Районăн тĕп стадионĕнче кросс чупса республикăри шкул ачисен спартакиади шучĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕн, тĕнче чемпионкин, Тури Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Голландире пурăнакан Надежда Ильинан парнисене çĕнсе илессишĕн 11-мĕш ăмăрту иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисем хушшинче çăмăл атлетикăна анлă сарасси, районăн пĕрлештернĕ команди валли вăйлă спортсменсене суйласа илесси. Ăмăртăва 400 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Надежда хальхинче тăван тăрăха килеймерĕ.
Шкулсен командисене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, Надежда Егорован тренерĕ пулнă, Раççей Федерацийĕн физкультура тата спорт отличникĕ С.Егоров саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Чăваш Республикин гимнĕ янăрарĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Гурьев спортсменсене старта йыхăрчĕ. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче финиша чи малтан Энтрияль вăтам шкулĕнче вĕренекен С.Сергеева, А.Петров, Т.Александрова, Г.Шанков (Аслă Мами), Е.Миронова (Шаккăл), Н.Русина (Хучел), Э.Яковлев (Вăрăмпуç), Е.Архипова (Вăтакас Кипеч), В. Яковлев (Чакаç), Ю.Егорова (Ачча), А.Панфилов (Шуркасси) тата В.Павлов (Ешкилт) çитрĕç. Çнтерÿçĕсене кубок тата диплом пачĕç, призерсене – дипломсемпе парнесем.
В.АЧЧА.