АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв вăй-хала çĕклерĕ

01 мая 2013 г.

Владимир Путин вырăнти хăй тытăмлăх органне влаçăн патшалăх шайĕсенчи чи пысăк пĕлтерĕшли тенĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынсемпе кашни кун, кашни сехетре ĕçлет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе апрелĕн 21-мĕшне вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕн акт залĕнче çак уява паллă тума ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕсем пухăнчĕç.

Уяв ячĕпе район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов, администраци пуçлăхĕ Владислав Софронов саламларĕç. Тăван тăрăха пуянрах, илемлĕрех тăвас ĕçре ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме сунчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров проекторпа усă курса районта юлашки 10 çулта мĕнле улшăнусем пулнă пирки каласа пачĕ. Районта 716,4 километр тăршшĕ газ çулĕ хывнă, 10241 çурта газпа ăшăтма тытăннă. Çĕнĕ урамсене, вĕсем 15, электроçутăпа тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ. 26,1 километр тăршшĕ шыв сечĕсем туса хута янă. 29 яла çити тунă хытă сийлĕ çуртсем 32,97 çухрăм йышăнаççĕ. 36,7 километр çула çĕнетнĕ, 20,1 километр тĕпрен юсанă. Тăватă шкул – Ухман, Шаккăл, Ачча тата Сиккасси ялĕсенче тунă. Ырă ĕçсен юхăмĕ малалла пырать.

Районти ĕçсен приоритетлă тĕллевĕ çыншăн тăрăшасси пулса тăрать. Çакна малти вырăна хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсем.

Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăхне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Уçырма тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Валерий Ивановпа Светлана Ивановăна, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Татьяна Владимировăна республикăри хăй тытăмлăх органĕсен канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине 9-ăн, Тав çырăвне 11-ĕн тивĕç пулчĕç. Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Алексей Трофимова Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕç.

Уяв ячĕпе сцена çинче Шăхасан, Янкăлч, Сиккасси ялĕсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен, "Ентешсем" тата "Салам" ансамбльсен халăхра анлă сарăлнă юррисем янăрарĕç. Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем вальс ташласа лайăх кăмăл парнелерĕç.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика