01 мая 2013 г.
Районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Çÿревĕн тĕллевĕ - çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашасси. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа унăн çумĕ А.Егоров тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров çÿрерĕç.
Районти пур хуçалăхра та çур акине пуçăннă. Апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне 2151 гектар çинче нÿрĕк тытса хăварнă, ку вăл – мĕн пур лаптăксен 53 проценчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен тата кĕрхи культурăсен анисене удобрени сапасси малалла пырать. Çĕр улми 955 тонна яровизациленĕ, вăрлăх 658 тонна им-çамланă. Çичĕ хуçалăхра çурхи тырăсем акма тытăннă. Кăçал планпа пĕрчĕллĕ культурăсем 11459, пĕр çул ÿсекен курăксем 1391 гектар акса хăварма пăхнă.
Министр пынă кун "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре (ертÿçи А.Лапшин) çурхи тырă акма тухнă. Пĕрчĕллĕ культурăсем 750 гектар йышăнĕç. Кĕрхи тырăсен лаптăкĕ165 гектар. Калчасем лайăх хĕл каçнă. Вĕсене удобренипе апатлантарассине аван йĕркеленĕ.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн хирĕсенче ака ĕçĕсем мĕнле пынипе унăн ертÿçи Н.Андреев паллаштарчĕ. Кĕрхи культурăсен тата нумай çул ÿсекен курăксен анисене сÿрелеççĕ. Нÿрĕк тытса хăварса, калчасене им-çамлас ĕçсем пыраççĕ. Планпа çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 705 гектар акмалла.
Министрăн ĕçлĕ çул çÿревĕ Атнашри сĕт-çу ферминче вĕçленчĕ.
А.ТЯМИНА.