АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе чăннипех тивĕç

01 мая 2013 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Халăх суйланă çынсем тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков сăмах илчĕ. Вăл районăн 2012 çулхи бюджечĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Лару отчета çирĕплетрĕ.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан С.Никифоров кăçалхи пĕрремĕш кварталта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Районта преступленисен шайĕ 6,5 процент чухлĕ чакнă. Материалсене пăхса тухмалли сроксене пăсман. Çын пурлăхне вăрласси, çул çитмен çамрăксем усал ĕç тăвасси ÿснĕ. Автоинкексем пуласси те чакмасть-ха.

Шăхасан ял тăрăхĕн "Культура аталанăвĕн тата библиотека пулăшăвĕн центрĕ" культура учрежденийĕн илемлĕх ертÿçине В.Дмитриева "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тăратрĕç.

Н.Андреев 30 çул ытла районти чи лайăх хуçалăхсенчен пĕрне – Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне ертсе пырать. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров Николай Степановича "Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ хисеплĕ" ят пама ыйтса çырнине вуласа пачĕ. Зал сĕнĕве ура çине тăрса, хыттăн алă çупса ырларĕ. Пуху тивĕçлĕ йышăну кăларчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика