26 апреля 2013 г.
Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Михаил Егорович Егоровăн ывăлĕпе Иван Михайлович Егоровпа "Паттăрлăх ĕмĕрлĕхе юлать" ятпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ăна пай заведующийĕ Людмила Егорова уçрĕ. Пирĕн ентешсем вăрçăн асаплă çулĕсене мĕнле тÿссе ирттерни, хĕрарăмсемпе ачасем арçын вырăнне юлса йывăр ĕçсене туни çинчен каласа кăтартрĕ. В.М.Михайлов генерал, Р.Е.Михайлов полковник, "Чăваш комсомолĕ" бронепоездăн зенитчикĕ Н.М.Орлов, М.А.Александрова санинструктор çинчен те интереслĕ каласа пачĕ.
Унтан Иван Михайлович хăйĕн йывăр ачалăхне аса илчĕ, Новгород облаçĕнчи Старорусски районне ашшĕн вил тăприйĕ çине кайса курни çинчен каларĕ. Ветеранăн чунри туйăмĕсене сăмахпа палăртма çук. И.Егоров çав тăрăхри шкулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕн йĕркеленĕ Асăну кунне те хутшăннă. Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Михайлович Михайлова та Новгород çĕрĕнчи тăванла масара пытарнă.
Пирĕн паян пурăнакансен çакăн пек çутă пурнăçшăн юн тăкса çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă кашни ентеше ĕмĕр асра тытмалла. Вĕсен паттăрлăхĕ пире ырă, тарават, чăтăмлă та ĕçчен пулма хăват парса тăтăр.
Л.ЕГОРОВА,
районти тĕп библиотекăн пай ертÿçи.