АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чакаç ялĕнчи Ким

26 апреля 2013 г.

ĔÇ пÿлĕмне икĕ çамрăк хĕрарăм кĕчĕ. Сывлăх суннă хыççăн хăйсем мĕн сăлтавпа килнине пĕл-терчĕç. Пĕр тăвансем иккен вĕсем: Галинăпа Ирина.

– Çывăх вăхăтрах пирĕн асатте, Ким Трофимович Трофимов, 79 çул тултарать. Ун çинчен сирĕн хаçатра çыртарас килет, - терĕç хăнасем.

Галинăпа Иринăн ашшĕ – К.Трофимовăн аслă ывăлĕ. Александр ятлă вăл. Унăн çемьеллĕ пурнăçĕ ăнăçлах пулман. Виçĕ ачине пăрахса урăх хĕрарăмпа пурăнма тытăннă. Вун пĕрти Гальăна, тăххăрти Ирăна тата пиллĕкри Андрея Ким Трофимовичпа Татьяна Андреевна хăйсем патĕнчен яман. Мăнукĕсене юратса, чун ăшшине парса пăхса ÿстернĕ. Виççĕшне те ура çине çирĕп тăратнă. Çук тем те пĕр каласа хăртман хăйсене хывман ывăлне Трофимовсем. Сашăна та, Сергее те кил-çурт çавăрма, пурнăçĕсене йĕркелесе яма пулăшнă. Вĕсенчен пĕри ялта, тепри Йĕпреç поселокĕнче пурăнать. Чакаçрах тепĕр ывăлĕ, Федор, тĕпленнĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ тăван йăваран аякка вĕçсе кайнă. Надежда украин çамрăкне качча тухнă. Тăван килĕнче питĕ сайра пулать. Иван Шупашкар çынни пулса тăнă.

Мана хам çыракан тĕрленчĕкри тĕп сăнарăн ячĕ кăсăклантарчĕ. Ким тенине чăвашра та, вырăсра та илтмен. Салтакра ун пек ятлă çынна курнăччĕ-ха. Вăл наципе кореецчĕ. Манпа калаçакансем кăсăклантаракан ыйтăвăн хуравне параймарĕç. Нумай шутласа пуçа ватас темерĕм, Ким Трофимович патне шăнкăравларăм. Галя унăн телефонĕн номерне мана çакăн пек условипе панăччĕ: "Асатте çинчен "Канаш енре" тухни кĕтмен савăнăç пултăр. Тархасшăн, хăвăр çак хаçатра ĕçлени çинчен ан шарлăр". Панă сăмаха тытса ватă çынна район архивĕнчен тесе, турă каçартăрах, суйма тиврĕ.

- Манăн атте колхозри комсомол ячейкин секретарĕ пулнă. Ун чухне революциллĕ, партипе çыхăнтарнă ятсем модăна кĕнĕччĕ. Вăт аттем те палăрма шутланă. "Коммунистический интернационал молодежи" сăмах çаврăнăшĕн пуçламăш сас паллийĕсене илсе ял советĕнче Ким тесе çыртарнă. Паспорт çинче те çаплах. Хĕрĕм Кимовна, ывăлăмсем Кимовичсем. Аванах янăрать, – илтĕнчĕ телефон кĕпçинчен.

Кимăн ашшĕ, Трофим Михайлович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă хирне малтанхи кунсенчех тухса кайнă. Ун чухне Ким çиччĕри ача пулнă. Çывăх çынни уйăха яхăн çеç çапăçнă. Пĕр хаяр тытăçура вилмеллех аманнă. Тăваттăн çурма тăлăха юлнă.

– Питĕ йывăрччĕ вăрçă çулĕсенче. Яланах асра çав асаплă вăхăт. Çурлапа тырă вырнă, пучах пухнă, утă-улăм пуçтарнă. Вăй çеммиллĕ ĕçсенчен пĕрре те юлман. Астăватăп-ха, фронтри салтаксем валли пĕр кунта виçĕ мăшăр çăпата хуçрăм, анне виçĕ мăшăр çăм чăлха çыхрĕ. Тепĕр кунне посылка туса çар комиссариатĕнчен панă адреспа фронта ăсатрăмăр. Мĕнлерех хĕпĕртенĕччĕ ун чухне, эп савăннине кура аннен йывăр ĕçпе тĕксĕмленнĕ, тăраниччен апат çименнипе ырханланнă питĕнче йăл кулă çиçсе илни: "Пысăклантăн пулĕ, ывăлăм", - тесе кăкăрĕ çумне ачашшăн çупăрлани паянхи кун та куç умĕнче, – сасси чĕтренчĕ Ким Трофимовичăн, часах илтĕнми пулчĕ: ахăртнех, трубкăна хучĕ пулас.

Мăкăр шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен Ким колхоз лашисене пăхма тытăннă. Вун тăххăр тултарсан салтак ячĕ тухнă. Чакаç çамрăкĕ Узбекистан тĕп хулине Ташкента сывлăшран хÿтĕлекен çар чаçне лекнĕ. Кĕске вăхăтра тупăран пеме тĕллекене вĕренсе çитнĕ. Службăри тивĕçе лайăх пурнăçласа тăнăшăн Трофимов ефрейтор час-часах командир тавне илтнĕ, тăван яла вунă кунлăха отпуска та кайса килнĕ.

Салтакран тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса килсен Канашри юсавпа строительство участокне платника вырнаçнă. Хула паркĕнчи "Звезда" кинотеатра тунă çĕре хутшăннă. Çулталăкран Анат Сурăм хĕрне, Татьянăна, качча илнĕ. Чакаç ялĕнчи монтер эрех сыпма юратнă. Кам та пулин ĕçке, юбилее е туя чĕнмесен сăлтавсăр-мĕнсĕр çутта сÿнтерсе лартнă. Ял халăхне хăшкăлтарсах çитернĕ вăл. Çак ĕçкĕçе тарăхнипех Ким Канашри 22-мĕш профессипе техника училищинче электрика вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт линипе техника участокĕнче монтерта тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва "Сельхозэнерго" предприятире 29 çул электрикра ĕçлесе тухнă.

Кашни çыннăн ĕмĕчĕ – ватлăх кунĕсене ачасен, мăнуксен хушшинче ирттересси, вĕсен ăшшине туйса тăрасси. Ватлăхĕ телейлĕ çынсене чăннипех ăмсанмалла – ун пеккисем кичемлĕх мĕн иккенне пĕлмеççĕ. Ким Трофимовичăн, шел, мăшăрĕ çулталăк каялла пурнăçран уйрăлчĕ. 11 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукĕ – уншăн куç тулли телейĕ.

Хисеплĕ ватă Галя мăнукĕн çемйипе пурăнать. Ирина та тĕпренчĕкĕсемпе аслашшĕ патне килсех тăрать. Мăнукĕсем ер-çÿллĕ мар чухне вĕсен ачисемпе юлать. "Пепкемĕрсене унпа хăварсан чунра лăпкă. Пирĕнтен те лайăхрах пăхать вăл, асанне пекех", – теççĕ Гальăпа Ирина.

Ким Трофимовичăн - алли ылтăн. Ял çыннисем ăна тĕрлĕ электрохатĕр юсаттараççĕ. Ăста платник та – мĕн чухлĕ сĕтел-пукан, хуралтăсем туман пуль. Пăрăç ÿстерме юратать. Чÿрече саккисем çинче ларакан çак çимĕçсем урампа иртсе пыракансене чарса тăрсах пăхтараççĕ.

Сакăр вунна çывхарса пыракан такăрлатнă пурнăç сукмакĕ чăнласах пархатарлă. Çамрăк ăрăва хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса пынăшăн, пурнăçа юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕшĕн Ким Трофимович тав сăмахĕсене чăннипех тивĕç.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика