24 апреля 2013 г.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, туртакан çыннăн ĕмĕрĕ туртманнинчен чылай кĕскерех. Туртнине пулах çулталăкра вăтамран пилĕк миллиона яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Чăннипех шухăша яракан, пăшăрхантаракан ыйту.
Табак ĕмĕрĕпех сывлăх тăшманĕ пулнă, халĕ те çаплах. Анчах темшĕн çакна шута илместпĕр, сиенлĕ йăларан хăтăлма васкамастпăр е пачах тăрăшмастпăр. Хăшĕсенчен çакна та илтме пулать: "Ман асатте ĕмĕрĕпех туртнă, пĕрех тăхăр вунă çул ытла пурăннă". Çăвара пирус-сигарет хыпман пулсан вăл çĕр çултан та иртме пултарнă вĕт.
Табак тĕтĕмĕнче сывлăхшăн сиенлĕ хутăшсем, вещество нумай. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, туртакан çынсен чĕри талăкра 15000 хут ытларах тапать. Çавна май юн тымарĕсем тăртăнса ансăрланаççĕ, организма, уйрăмах пуç мимине, юн сахалрах пырать. Пĕр пирус е сигарет ĕмĕре пилĕк минут кĕскетет теççĕ. Çын кунĕпе пĕр пачка çурă е икĕ пачка туртса ярать пулсан, ку кăтарту мĕн чухлĕ пухăнасси пирки калама та кирлĕ мар. Шухăшласа пăхмалли пурах кунта.
Табакра чи хăрушши тата сиенли – никотин. Ахальтен мар ăна çынна майĕпен вĕлерекен наркотик тесе йышăннă. Çак наркăмăш çамрăксемшĕн уйрăмах хăрушă, организм никотина хăвăрт хăнăхать, анчах кайран унран хăтăлма питĕ йывăр. Тепĕр чух ирĕксĕрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тивет.
Пирус-сигарет туртни нумай чире, уйрăмах шыçă чирне (рак) пуçарса ярать, миокард инфаркчĕ, инсульт пуласси ÿсет. Туртакан çыннăн çăварĕнчен лайăх мар шăршă кĕрет, вăл тăтăшах ÿсĕрет. Ÿт те вăхăтсăр ватăлса пĕркеленет.
Туртакан çын хăйне çеç мар, туртман, пĕрле ĕçлекен е пурăнакан çынна та сиенлет. Табак тĕтĕмĕ пĕчĕк ачасемшĕн питех те хăрушă.
Туртакан йывăр çын хĕрарăмсемшĕн те никотин питĕ сиенлĕ – наркăмăш пулас пепкене вартах сиенлет.
Туртма вĕренме çăмăл, пăрахма йывăр. Апла пулсан çак сиенлĕ йăлана пачах хăнăхмасан тата лайăхрах. Пирĕн сывлăх – хамăр алăра. Çакăн çинчен манас марччĕ.
М.КОЗЛОВ,
нарколог врач.