АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушă алăпа таврăнмарĕç

24 апреля 2013 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XV спартакиади шучĕпе шкул ачисен командисен "Тĕ-лĕнтермĕш-шашка" турнирĕн финалти ăмăртăвĕсенче пирĕн район чысне Пайкилт вăтам шкулĕн çамрăк шашисчĕсем ăнăçлă хÿтĕлерĕç. Вĕсем виç-çĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Саша Ильинăн, Лена Алексееван, Георгий Ильинăн, Сережа Петровăн тата Александр Никитинăн пĕр аллинче диплом, тепринче – сĕтел çине лартмалли сехет.

Пайкилт ачисен çитĕнĕвĕнче математикăпа физикăна вĕрентекен В.Н.Ивановăн тата педагогика ветеранĕн А.И.Ильинăн тÿпи пĕчĕк мар. Валерий Николаевичпа Александр Ильич пушă вăхăтăн пысăк пайне шашка хăми умĕнче ирттерме кăмăллаççĕ. Хăйсен ăсталăхне çамрăк ăрăва пама тăрăшаççĕ. Усси куç кĕрет, вĕсен воспитанникĕсем Шупашкартан пушă алăпа таврăнмарĕç.

А.ВИТАЛЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика