24 апреля 2013 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче "Канаш" колхоз районта кăна мар, республикăра та лайăххисен шутĕнче пулнă. Хуçалăха В.Дмитриев ертсе пынă. Василий Игнатьевич пуçарнипе Чакаç ялĕнче ача сачĕ тума тытăннă. 1981 çулта колхоз вăйĕпе стройка ĕçĕсене пуçăннă. Икĕ çултан ака уйăхĕнче икĕ хутлă тăпăлкка çуртра ачасен чĕвĕлти сасси янăрама тытăннă. Ячĕ те тупăннă – "Салтак тÿми" (вырăсла "Ромашка"). "Шур чечек" тенĕ пулсан ăнăçлăрах пулнă пулĕччĕ те ĕнтĕ. Пĕрремĕш заведующи – Людмила Степанова. Вăтăр çул хушшинче садикра 580 ача воспитани илнĕ, сас паллисенчен сăмах тума, вуннă таран шутлама, сăвă калама, ташлама-юрлама, тĕрлĕ вăйă выляма вĕреннĕ, пĕчĕкрен туслăх мĕнне ăнланса шкул алăкне уçса кĕнĕ.
Халĕ коллектива Нина Трофимова ертсе пырать. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт Чакаç шкулĕнче физикăна вĕрентнĕ. Пĕчĕк ачасене юратни ăна садика илсе çитернĕ. Коллективра 14 çын. Ку çурта Чакаçран 39 ача çÿрет, Мăкăртан – виççĕн, Кармами выçăлккинчен – вун виççĕн. Черетре тăраканнисем çук, паян тесен паян тепĕр ушкăн уçма хатĕр.
Воспитательсем тăваттăн: Светлана Васильева, Алевтина Михайлова, Анна Павлова, вĕсен ĕç стажĕ икĕ теçетке ытла. Вĕсенчен чи çамрăкки Любовь Николаева, саккăрмĕш çул кунта тăрăшать, аслă юлташĕсем пулăшнипе, ырă канашсем панипе унăн опычĕ пуянлансах пырать. Воспитательсене пулăшакансем – Валентина Ильина, Нина Матвеева тата Светлана Федорова. Ирина Яковлева юрă-ташăпа, музыка тĕнчипе туслаштарать, Галина Андреева вĕсем сывă ÿсчĕр тесе тăрăшать, Лидия Кузьмина тутлă апат пĕçерсе çитерет, Татьяна Трофимова сасăсене тĕрĕс калама хăнăхтарать.
Садикăн иккĕмĕш хутĕнчи пысăк зала уяври пек илемлетнĕ. Стена çинче илемлетсе çырнă 30 цифра алăка уçсанах куç тĕлне пулать. Юбилей ячĕпе хатĕрленĕ программăна Н. Трофимова заведующи уçрĕ. Нина Мефодьевна садикăн паллă датипе саламларĕ, коллектива пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе малашне те ăнăçлă тăсма çирĕп сывлăх сунчĕ. Зала çурхи чечексем пек илемлĕ ачасем хăйсен иккĕмĕш амăшĕсемпе тухрĕç. Çулĕпе аслисем, вăтаммисем, чи кĕçĕннисем уява килнĕ çынсене тĕмсĕлсе, кăштах шикленсе сăнарĕç. Юрлама-ташлама тытăнсан хумхану таçта кайса кĕчĕ, хăюлланса, çав хушăрах харсăрланса пычĕç. Курса ларакансем хăйсен тĕпренчĕкĕсем çине çиçекен куçĕсемпе юратса пăхрĕç. Чылайăшĕ аппăшĕсемпе пиччĕшĕсен пултарулăхне курма тин кăна утма е пуплеме пуçланă, çемйисене хушăннă чунĕсене илсе килнĕ. Çитĕннисемпе пĕрле пĕчĕкскерсем те алă çупрĕç.
Зал варрине пĕрин хыççăн тепри тухса коллектив ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Вĕсем - Тури Юнтапари ача сачĕн воспитателĕ Людмила Алексеева, кунта заведующинче ĕçленĕ Антонина Долгова, район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Светлана Николаева, Чакаç вăтам тата Тури Юнтапа пуçламăш шкулĕсен директорĕсем Елена Васильевăпа Любовь Михайлова, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Валентина Никифорова. Ашшĕ-амăшĕн саламне, тавне садик коллективĕ патне Татьяна Игнатьева çитерчĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов ача сачĕн ĕçченĕсен ушкăнне шкул çулне çитменнисене воспитани парас системăра тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç, коллектива вĕрентÿ управленийĕн Тав çырăвне, асăнмалăх парне пачĕç. Чăваш эстрадин паллă юрăçи Константин Садюров çулталăк çурра яхăн çак садикра музыка ертÿçи пулса ĕçленĕ. Паянхи уявра вăл баян каласа кил хуçисемпе хăнасене халăхра анлă сарăлнă "Мы желаем счастья вам" юрра юрлаттарчĕ, хăйĕн юррисене çырнă диск парнелерĕ.
Чакаç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Борис Андреев, Евгений Яковлев тата Алевтина Михайлова юбилей мĕнле иртнине видеокамерăпа ÿкерчĕç, 6-мĕш класра ăс пухакан хĕрачасем ку чухнехи ташăпа куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Музыка ертÿçи Ирина Яковлева уява ăста ерте пычĕ, садикăн çамрăк йышне юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ.
В.АЧЧА.