АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Варнава митрополита халалласа

24 апреля 2013 г.

Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава çуралнăранпа 82 çул çитнине халалласа Чăваш наци музейĕн "Кедровсен йăхĕн кăшăлĕ" курав уçăлнă. Курав Мăнкун эрнине уявламалли программăпа килĕшÿллĕн пирĕн хулана Муркаш районĕнчен килнĕ. Кунта çитме хула администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Л. Иванова тата хула депутачĕ Г.Мифтахутдинов пулăшнă.

Мероприятие музей директорĕ М.Данилова уçнă. Вăл куравăн чун пархатарĕллĕ пĕлтерĕшне палăртнă, хăнасемпе паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче – Канаш епархийĕн миссионер уйрăмĕн председателĕ Иосиф (Ключников) иеромонах, Александр протоиерей, хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова. Мероприятие çавăн пекех Канаш чиркĕвĕн вырсарни шкулне çÿрекенсем, Турă Амăшĕн ячĕпе лартнă храмăн воспитанникĕсем, Ухман вăтам шкулĕнче 8 тата 9-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ертÿçисемпе килнĕ.

Иосиф атте курав тăрăх хăйне евĕрлĕ экскурси ирттернĕ. Варнава митрополитăн çăмăл мар пурнăçĕпе паллаштарнă. Александр атте Шупашкар тата Чăваш епархийĕн социаллă службин тата чиркÿ ыр кăмăллăхĕн уйрăмĕ мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каласа панă. Коопераци ветеранĕ Н.Салахова килĕштерсе пурăнма, ырă кăмăллă, пуян чунлă пулма чĕнсе каланă, Д.Мережковскин "Благодарение богу" сăввине хавхаланса вуласа панă. Мероприяти пурте пĕрле "Многие лета" юрра юрланипе вĕçленнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика