АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – юратнă çыравçă

19 апреля 2013 г.

Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши истори тата ку чухнехи тематикăпа ĕçлет, поэзи, проза, драматурги, публицистика ăсти, пăлхар-чăваш халăхĕн авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи историне тарăннăн тĕпчет. Унăн хайлавĕсене тĕнчери 100 чĕлхепе куçарнă: вырăсла, алтайла, венгрла, казахла, азербайджанла, литвалла, эстонла, тутарла, эрменле, китайла, яппунла, акăлчанла тата ытти те. Нумайăшне Ази, Европа тата Африка учебникĕсене кĕртнĕ. Унăн пьесисене чылай çĕршыв театрĕсенче лартаççĕ, сăввисене юрра хывнă. Чылайăшĕ халăхăн юратнă юррисем пулса тăнă.

Юхма Мишши хăйĕн хайлавĕсемпе тĕпчевĕсенче – чунтан тухакан лирик тата романтик, çын психологин лайăх пĕлевçи, çак енĕпе – философ, шухăшлавçă тата ÿнерçĕ. Çыравçă пултарулăхне тĕпчекенсем вăл хăйĕн историллĕ романĕсемпе тата тишкерÿ ĕçĕсемпе чăваш халăхне харпăр хăй ăнлавне анлăлатма тата çирĕплетме пулăшнине, хăйсене авалхи пăлхар чăвашĕсен культурине саракан пулнине ăнланса илме вĕрентнине палăртаççĕ. Михаил Николаевичăн "Мускав çулĕ", "Элпи чечекĕсем", "Шур акăш тĕкĕ", "Телей кайăкĕ – шурă кайăк", "Эткер", "Кункăш - вилĕмсĕр кайăк", "Атте пахчи" тата ытти кĕнекисем сентре çинче тусанланса выртмаççĕ.

Юхма Мишши – кирек ăçта та кĕтнĕ хăна. Нумаях пулмасть вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта пулчĕ. Кунта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Тарасовăпа туслă çыхăну тытать. Хальхинче Михаил Николаевич чăваш чĕлхин эрнине килчĕ. 6-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе хăйне евĕрлĕ урок ирттерчĕ. Ачасем çыравçă хăйĕн ачалăхĕпе яшлăхĕ, çамрăклăхĕ, пултарулăх çулĕсем мĕнле иртни, йăх, ăру мĕнле пуçланса кайни, чăвашлăх çинчен каласа панине сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Ыйту та нумай пачĕç, пĕри те хуравсăр юлмарĕ. Шкулăн акт залĕнче Юхма Мишшин сăввисемпе çырнă юрăсем янăрарĕç. Хаклă хăна хăй юлашки вăхăтра çырнă кĕнекисене парнелерĕ, малашне те килсех тăма шантарчĕ.

Коридорта Юхма Мишшин кĕнекисен куравне йĕркелерĕç. Ачасем хăйсене килĕшекеннисене туянчĕç.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика