19 апреля 2013 г.
Нумай çулхи статистика пушарсен тапхăрĕ çу, çĕртме, утă тата çурла уйăхĕсем çине лекнине çирĕплетет. Анчах та вут-кăвар пысăк хăрушлăх кÿме пултаракан вăхăт ака уйăхĕнчен пуçланса юпа уйăхĕчченех пырать.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çуркунне юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа, типĕ курăка çунтараççĕ. Кун пек чухне вут-çулăм чĕлхи вăрмансем патне те тăсăлса çитет. Чылай чухне çуртсемпе хуралтăсем те çунса кĕлленеççĕ. Статистика кăтартăвĕ çапларах: вунă пушартан тăххăрăшĕ сÿнтермесĕр хăварнă кăвайта, пирус тĕпне тата шăрпăка пула тухнă. Шăрăх тата типĕ çанталăкра вут-кăвара алхасса кайма пĕчĕк çулăм та çителĕклĕ.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Канаш хулипе районĕнче иртнĕ çулта 35 пушара шута илнĕ, вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе пушар хуралĕн ĕçченĕсем асăрхануллă пулма тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ. Инкек сиксе ан тухтăр тесен мĕн пĕлмелле-ха;
- Типĕ курăка кил-çурт тата хуралтăсем çумĕнче çунтарма юрамасть, сÿнтермесĕр ывăтса янă пирус тĕпĕ те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарĕ;
- кăвайт чĕртме тата çÿп-çапа хуралтăсенчен 50 метр айккинче çеç çунтарма юрать, вĕсене ятарлă çын пăхса тăмалла;
- кил-çурт таврашĕнчи, складсем çывăхĕнчи территорие çÿп-çапран, пĕлтĕрхи курăкран тата типĕ çулçăран вăхăтра тасатмалла;
- çуртсемпе хуралтăсем çывăхне транспорт лартма тата строительство хатĕрĕсем купаласа хума юрамасть, вĕсем патне пымалли çулсем те яланах уçă пулмалла, унсăрăн пушар сÿнтермелли техника инкек пулнă вырăна çитеймĕ;
- газ, хими, хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрĕсемпе усă курнă чухне тимлĕхе çухатмалла мар, уйрăмах асăрхануллă пулмалла;
- кил-çуртра тата хваттерте хăвăрт хыпса илекен шĕвексене тата газ баллонĕсене упрама юрамасть;
- баллонсем ятарлă шкапсенче упранмалла, вĕсене питĕрсе илмелле, асăрхаттаракан табличка çакмалла;
- кил-çуртра тата хваттерсенче вут-кăвара хирĕç кĕрешемлли малтанхи хатĕрсем пулмалла (огнетушительсем). Вĕсемпе тĕллевлĕ усă курмалла;
- вут-кăвар алхасса тухнине асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр пушар хуралне 01, 112 е 2-13-37 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитиччен май килнĕ таран çынсене тата пурлăха çăлса хăварма тăрăшăр.
Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр, çакă пурнăçа анчах мар, пурлăха та сыхласа хăварма пулăшĕ.
А.ДИМИТРИЕВ,
стажер.