19 апреля 2013 г.
Ольга Ивановна Иванова 1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Катек ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, Александра Степановна, колхозра вăй хунă. Ашшĕ, Иван Иванович, Канашра чукун çул çинче ĕçленĕ. Çемьере ачасем (аппăшĕ Марина, шăллĕ Игорь, йăмăкĕ Вера) иртĕнсе ÿсмен. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.
О.Иванова шкулта вĕреннĕ чухне химипе биологи предмечĕсене юратнă, çавăнпах пулĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Институтра та шкулти пекех тăрăшса вĕреннĕ, наукăлла сăнавпа тĕпчев ĕçĕсене тунă çĕре хастар хутшăннă.
Алла диплом илсен ăна педагогика институтĕнче аспирантурăра вĕренме хăварасшăн пулнă, анчах та Ольга Ивановнăн чунĕ ялаллах туртăннă, çут çанталăкпа çывăхрах пуласшăн пулнă.
Педагогикăри малтанхи утăмĕсем Хучел шкулĕнче пуçланнă. Валерий Аркадьевич Ивановпа çемье çавăрнă хыççăн Ольга Ивановна тăван шкулта хими предметне вĕрентме тытăннă. Унтанпа 18 çул та иртнĕ ĕнтĕ.
Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ педагог вĕрентÿ ĕçне питĕ тĕплĕн хатĕрленет, уроксене çĕнĕ меслетсемпе усă курса йĕркелет. Унăн урокĕсем, методика енĕпе пăхсан, çÿллĕ шайра иртеççĕ, унта курăмлăх, опытсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Темле йывăр темăна та ача ăнланмалла ансат чĕлхепе калама пĕлет вăл. Компьютер технологийĕпе усă курни те урока интереслĕ йĕркелеме пулăшать.
Ольга Ивановна талантлă ачасене вĕрентме, тĕрлĕ конкурспа олимпиадăна хатĕрлеме ятарлă программа çырнă. Çак программăпа ĕçлесе пырса вăл вĕрентекен ачасем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче Николай Осипов Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса Раççей Президенчĕн премине илме тивĕçнĕччĕ. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче те республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлерĕ. Президент премине 2011 çулта та çĕнсе илме тивĕç пулнăччĕ. Паянхи кун Николай Осипов М.В.Ломоносов ячĕлĕ МГУ студенчĕ. А.Германова, А.Константинов районта йĕркеленĕ олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.
Ольга Ивановна вĕрен-тнĕ ачасем тĕрлĕ аслă шкулта хими специальнăçне алла илме вĕренеççĕ. Евгения Порфирьева – Мускаври Раççей химипе технологи институчĕн студенчĕ, Оксана Борисова И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, çавăнтах Юлия Подкаура та пĕрремĕш çул ăс пухать. Анастасия Иванова Хусанти патшалăх химипе технологи институчĕн 2-мĕш курс студентки.
Ольга Ивановна районта ирттерекен конкурссене час-часах хутшăнать. Нумаях пулмасть "Çулталăкри чи лайăх учитель" конкурса хутшăнса лауреат ятне илме тивĕç пулчĕ. Çулсеренех республикăри уçă уроксен фестивалĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илет. Кăçал та Тăвай шкулĕнче "Хими реакцийĕсен хăвăртлăхĕ" темăпа уçă урок ирттерчĕ. Шкулти учительсем те унăн уçă урокĕсенче час-часах пулаççĕ, ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ. Класс ертÿçи пулнă май (6-мĕш класс) ачасемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Хĕлле, пушă вăхăт тупăнсан, хĕрĕпе пĕрле йĕлтĕрпе уçăлма тухать.
Аслă категориллĕ педагог тутлă кукăль пĕçерме, чечексем ÿстерме ăста. Çуллахи вăхăтра унăн кил-çурчĕ чечек ăшне путать. Çак илемлĕхпе эсир унăн сайтне уçса киленме пултаратăр.
Ольга Ивановнăна ĕçтешĕсем те, ачисем те, ял-йыш та хисеплеççĕ. Çуралнă кун ячĕпе саламласа телей, вăрăм кун-çул, ĕçре малашне те çитĕнÿсемпе тума ăнăçу сунатпăр.
З.ЛЕОНТЬЕВА,
Катек шкулĕ.