АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр

19 апреля 2013 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче "Вырăнти хăй тытăмлăх тата территорисенчи обществăлла хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне, ялсене, территори таврашне, масарсене тата çулсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăракан задачăсем, Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлÿ памалли системине 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта çĕнетмелли мерăсен комплексĕ, алкогольпе усă курассине тĕрĕслесе тăрассине, алкогольпе ĕçкĕрен асăрхаттарассине вăйлатмалли мерăсем çинчен калаçрĕç. Асăннă виçĕ темăна çутатса пама Шупашкартан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ А.Князев ертсе пыракан информушкăн килчĕ. Яланхи пекех район администрацийĕн акт залĕнче ял тăрăхĕсене тухса каякансемпе кÿртĕм инструктаж ирттерчĕç.

Вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ З.Степанова (çÿлти ÿкерчĕкре) Чăваш Енре 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта пĕтĕмĕшле вĕренÿ системине çĕнетмелли мерăсен комплексĕ пирки сăмах илчĕ. Çак енĕпе кăçал тумалли ĕçсем валли 591,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Тĕп задачăсенчен пĕри – вĕренÿ ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси. Кăрлач уйăхĕнчен вăл 5 процент пысăкланчĕ. Ака, утă тата юпа уйăхĕсенчен татах ÿсĕ. Кăçал пуçламăш классене вĕрентекенсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсен комплекчĕсемпе тивĕçтерме пуçлаççĕ. Электронлă дневниксене, журналсене ĕçе кĕртес енĕпе малалла ĕçлĕç, спорт хатĕрĕсемпе çĕнетсе пуянлатассине вĕçлеме палăртнă.

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче инженерипе техника класĕсем уçмалли проекта пурнăçа кĕртес ĕç малалла тăсăлĕ. 2012 çулта çакăн пек классем 35 йĕркеленĕ, кăçал тата 15 хушăнĕ. Шкулсенчи пищеблоксене юсаса çĕнетме 70 миллион тенкĕ уйăрнă, республика, вырăнти бюджетсенчен тата бюджетра тăман çăл куçсенчен – 111,2 миллион. Çапла майпа шкул ачисен 70 процентне апат çитерме ку чухнехи условисем туса парĕç. Шкул автобусĕсене çĕнетесси те аван пулса пырать. Хальхи вăхăтра республикăри 1442 ялти ачасене 678 маршрутпа турттараççĕ.

Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев Зинаида Николаевнăн сăмахĕсене вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Кăçал 8 шкул çуртне тĕпрен юсама плана кĕртнĕ. Муниципалитет бюджечĕн шучĕпе Пайкилт, Вырăскас Пикших, Вăтапуç, Карăклă, Уçырма, Вăтакас Кипеч, Чакаç шкулĕсенчи столовăйсене тивĕçлĕ йĕркене кĕртме палăртнă. Вĕсенче ку чухнехи хатĕрсем тата сĕтел-пукан вырнаçтарĕç.

Иртнĕ çул района 7 шкул автобусĕ панă. 70 ялтан 1015 ачана шкулсене 20 автобуспа турттараççĕ. Кăçал Шăхасан тата Уçырма шкулĕсенчи кивелнĕ автобуссене çĕннисемпе улăштарĕç.

Районти пĕтĕмĕшле шкулсенчи педагогика ĕçченĕсен кăрлач-пуш уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи – 17670 тенкĕ (республикăра – 17300 тенкĕ).

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру тата экономика секторĕсен заведующийĕсем О.Егоровпа Т.Смирнова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлев тата ытти службăсен представителĕсем ялсене тухса каякан ушкăнсене информаци кунĕн темисене тĕплĕнрех уçса пама вырăнти тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç.

Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ А.Князев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софроновăн пĕрремĕш тĕл пулăвĕ Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Чи малтанах вĕсем шкул çурчĕпе паллашрĕç. Тĕп корпус тавра хăю çавăрнă. Унта кĕме юрамасть. Корпуса тунă чухне, 1982 çулта, никĕсне технологине пăхăнса яманнине пула стенасем пусăрăннă, темиçе çĕртен çурăлнă. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен юсав ĕçĕсене пуçлама палăртнă, çакна валли укçа-тенкĕ уйăрнă. Шкулта 107 ача вĕренет. Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов шкулăн акт залĕнче информушкăна тата пухăннă халăха ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, татса памалли çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Анатолий Пантелеймоновичпа Владислав Васильевич пĕрлехи информаци кунĕн темисене уçса парса республикăри тата районти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ çÿп-çапа, йăла каяшĕсене турттарса тухассине кирлĕ пек йĕркелеме хушрĕ, юр айĕнчен тухнă территорисене тасатса тирпей-илем кĕртессине, экологи субботникĕсем ирттерессине çак кунсенчех пуçăнмаллине аса илтерчĕ.

Паянхи пурнăçăн тĕп проблемисенчен пĕри вăл ĕçкĕпе иртĕхессин тымарĕ ытла шала кайса пыни. Ку енĕпе пирĕн район та "чирлĕ". Районти полици пĕрремĕш кварталта тунă ĕçĕсем çинчен хут тăратнинче профилактика евĕрлĕ мерăсем йышăннипе ÿсĕрле путсĕр ĕçсем тăвакансен йышĕ чакни паллă. Анчах та çак лăпланса лармаллине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен алкогольпе наркăмăшланнине пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнисен кăтартăвĕпе пирĕн район республикăра "малтисен ретĕнче". Больницăра эрехпе наркăмăшланнă çынсен пурнăçне çăлас тесе нумай вăхăт кĕрешме тивет. Район наркологĕ кирек хăш вăхăтра та халăхпа тĕл пулса профилактика калаçăвĕсем ирттерме хатĕр. Ăна çынсемпе тĕл пулма ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пулăшăвĕ кирлĕ. Халăха хăçан пуçтарасси çинче ун патне çитермелле кăна.

Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ А.Князев Канаш тăрăхĕнче халĕччен пулман. Хăй вăл Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ял тăрăхне ертсе пынă, чылай çул Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Ял çыннисен пурнăçне, нушине пит лайăх ăнланать. Унăн сăмахĕ кашниншĕн усăллă пулчĕ, пурнăçа лайăхлатасси пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килни, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, чуна парса ĕçлени çитĕнÿ тума пулăшни çинчен хытах шухăшлаттарчĕ. Анатолий Пантелеймонович ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, сĕнÿсем пачĕ.

А.Князевпа В.Софронов информкуна Вăтапуçĕнчи культура çуртĕнче вĕçлерĕç. Кунта та калаçу ĕçлĕ те усăллă пулчĕ.

В.АЧЧА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика