17 апреля 2013 г.
Ачасем тунă преступленисен шучĕ, шел пулин те, çуллен нумайланса пырать. Шалти ĕçсен органĕсем çамрăксен хушшинчи криминаллă лару-тăрăва сирсе ярас тĕллевпе ытти субъектсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Преступлени тунă ачасен йышĕ çулталăк пуçланнăранпа 33,3 процент чакнă. Ÿсĕмсем тăрăх илсен 14-15 çулсенчи çамрăксем 2 преступлени тунă.
Ÿсĕрле тата малтан саккуна пăснă ачасем преступлени тунă фактсем пулман. Вăрланă икĕ факт, çĕмĕрсе кĕнĕ, çаратнă пĕрер факт шута илнĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче 49 ача учетра тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа çĕнĕрен 4 çамрăка учета илнĕ, 6-шне кăларнă, 5-ĕшĕ çине административлă яваплăх хунă. Ачисене воспитани парассинчен пăрăннăшăн 17 ашшĕ-амăшне штраф тÿлеттермелле тунă.
Шута илнĕ йĕркесĕр 24 çемьере 53 ача çитĕнет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри сĕре йывăр условисенче пурăнать. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе, педагогсемпе çавнашкал çемьесене тĕрĕслеме пырсан чылай чухне тасамарлăхпа, ачасене çиме апат та çуккипе, ытти йĕркесĕрлĕхпе тĕл пулатпăр. Кунашкал çемьере ача никамран тĕслĕх илме пĕлмест, тĕрĕссипе ăна пăта çапма вĕрентекен те çук-çке-ха. Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн интересĕ. Çак çемьесенчи ачасем урамра тĕлли-паллисĕр çапкаланса ан çÿреччĕр тесе мерăсем йышăнатпăр.
Л.АНТОНОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.