17 апреля 2013 г.
– Салтак ятне 1940 çулхи кĕркунне илтрĕм. Манăн çар хĕсмечĕ инçет Хĕвел тухăçĕнче пуçланчĕ. Çыхăну ротине лекрĕм. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнчĕ. Ун чухне нумайăшĕ совет çарĕсем тăшмана часах çапса аркатасса ĕненнĕ. Анчах та гитлеровецсен эшкерĕсем пысăк хăвăртлăхпа Мускавалла куçса пычĕç. Эпир, çакна кĕтменскерсем аптраса, ăс енчен сапаланса ÿкрĕмĕр: мĕншĕн-ха фашистсен çарĕсене тытса чараймарăмăр, хирĕç тăма вăй çитереймерĕмĕр; Халĕ вăрçă пуçланнин сăлтавĕ, мĕншĕн вăл тăватă çула тăсăлни çинчен нумай çыраççĕ. Тем тĕрлĕ калакан та пур. Вăрçă асапне тÿсменнисен сăмахĕсене хăлхана та чикес килмест, паллах, пуринне те мар. Эпир, Çĕнтерÿшĕн юн юхтарнă, хура тар тăкнă, пурнăçа хĕрхенмен, – хурлăхлă нотăпа пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Канашра пурăнакан вăрçă тата ĕç ветеранĕ А.Питеркин.
Арсентийпа юлташĕсем фронта талпăннă. Анчах та Хĕвел тухăç чиккинче лăпкăлăх хуçаланман. Милитаристла Япони кирек хăш самантра та Совет Союзĕ çине тапăнма пултарнă. Апла пулин те хĕрÿ чĕреллĕ çамрăксем рапорт хыççăн рапорт çырнă. 1942 çулхи кĕркунне А.Питеркина 33-мĕш гварди стрелковăй дивизин 91-мĕш полкĕн танксемпе кĕрешекен ротине янă.
Пĕрремĕш çапăçăва 1943 çул пуçламăшĕнче Сталинград патĕнче кĕнĕ. Полк хамăрăн ытти çарĕсене кĕтсе оборонăра тăнă. Нимĕçсен самолечĕсем кунне темиçе хутчен те вĕçсе килсе бомбăсем тăкнă. Çар кухни пирĕннисен позицийĕсем патне çывхарайман. Выçă вилес мар, çапăçма вăй пухас тесе салтаксем лаша какайне чĕрĕлле çинĕ. Окопсене шыв тапса тухнă. Сивĕ. Тÿпемре ларакан яла илме приказ çитнĕ. Часах атакăна çĕкленнĕ. Тăшман тупăсемпе пулеметсенчен вут-хĕм сапма пуçланă. Пирĕн салтаксем çĕр çумне лăпчăннă. Питеркин малалла шунă, граната ывăтас тесе ура çине çĕкленнĕ. Çав вăхăтра унăн пĕтĕм шăм-шакĕ пĕçерсе кайнă – алли витĕр пуля тухнă, урине снаряд ванчăкĕ пырса çапăннă.
Камышин хулинчи çар госпиталĕнче сипленнĕ чухне Арсентий фашистсене Сталинград патĕнче çапса аркатнине, Паулюс фельдмаршала тыткăна илнине пĕлнĕ. Питеркин сывалса çитсен 9-мĕш танк корпусĕн 296-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕн ретне тăнă. Ăна телефон станцийĕн пуçлăхĕн çумне лартнă, аслă сержант званийĕ панă. Курскпа Орел пĕккинчи хаяр çапăçусенче çыхăнăва çапăçакан подразделенисемпе йĕркеллĕ тытса тăнăшăн А.Питеркина "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă.
– Эпĕ Мускав çывăхĕнче çуралса ÿснĕ Ковалевпа питĕ туслăччĕ. Хавас кăмăллă йĕкĕтчĕ, шÿтлеме юрататчĕ, йывăр самантсенче кулăшла япаласем каласа парса пусăрăнчăк кăмăла хăваласа яратчĕ. Пĕррехинче пирĕн истребительсем нимĕçсеннипе çапăçнине сăнаса выртаттăмăрччĕ. Юлташăм яланхиллех юптарса пуплеме тытăнчĕ. Сасартăк вăл шăпланчĕ. Эпĕ ун патне шуса пытăм. Ун çамки чĕп-чĕр юн. Самолетран кăларса янă пульăсенчен пĕри ăна лекнĕ иккен. Халĕ те çак ÿкерчĕк куç умĕнче, – аса илчĕ Арсентий Капитонович.
Малалла Питеркин аслă сержантăн çулĕ Украина, Польша витĕр Германине выртнă. Висла шывĕ урлă каçнă тата Берлина илнĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа каччине икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
– Салтака ăсатнă чухне мана анне çаврака çăкăр сăмсине касса илме ыйтрĕ. "Ывăлăм, çак татăка куç шăрçи пек упра, каялла таврăнсан пĕрле çийĕпĕр", - терĕ куççуль витĕр. Фронтра питĕ выçăхса çитсен те анне çăкăрне тĕкĕнмен. Ăна эпĕ 1946 çулччен енчĕкре упрарăм, вăл, паллах, тĕпренсе пĕтнĕччĕ. Анне пилне пурнăçланăшăн пĕтĕм тăван-пĕтĕм çав тери хĕпĕртерĕ, - терĕ А.Питеркин.
Арсентий Капитонович вăрçăран шăпах хăй çуралнă кун, раштавăн 7-мĕшĕнче, таврăннă. Канашри локомотив деповне вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех топливо склачĕн дежурнăйĕ пулса ĕçленĕ. Унăн ĕçри хастарлăхне Хисеп палли орденĕпе хакланă.
В. АЧЧА.