17 апреля 2013 г.
Кăçалхи çулăн пĕр-ремĕш кварталĕнче халăха ĕçе вырнаçтаракан центра ĕç пирки 285 çын пынă. Вĕсенчен 123-ĕшне çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта официаллă йĕркепе 126 çынна ĕçсĕррисен йышне кĕртнĕ. Çак йышăн 69 проценчĕ хĕрарăмсем, 30 проценчĕ вăтăра çитмен çамрăксем, 14 проценчĕ пенси çулне çывхараканнисем, 15,8 проценчĕ кирлĕ чухлĕ ĕçлеме пултарайманнисем (инвалидсем). Хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем 61 процент, штата пĕчĕклетнине пула ĕçсĕр тăрса юлнисем 6,5 процент. Çулталăк пуçланнăранпа центра районти пĕр предприятирен ĕç вырăнне пĕтернипе 11 çынна ĕçрен хăтарма хатĕрленни çинчен пĕлтерекен хут килнĕ.
26 предприятирен 448 ваканси валли ĕç вăйĕ кирлине хыпарланă. Виçĕ уйăхра ĕçе вырнаçтаракан центр урлă 201 çын ĕçлĕ пулса тăнă. Вĕсенчен 154-ĕшне регистрациленĕ хыççăн вунă кунран ĕç вырăнĕ тупса панă.
Тÿлевлĕ обществăлла ĕçе 23 çын хутшăннă. Çул çитмен 63 çамрăка вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлесе илме вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçсĕр 28 çынна урăх профессине алла илме, квалификацине ÿстерме янă.
В.АЛЕКСЕЕВ.